Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнмалли çуртсем хута ярассипе ВĂРНАР РАЙОНĔ ИККĔМĔШ ВЫРĂНТА

06 февраля 2008 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулталăк пуçламĕшĕнче республикăн социаллă-экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Пирĕн хаçата вулакансене акă Вăрнар районĕ пĕлтĕр республикăри ытти муниципаллă пĕрлĕхсемпе танлаштарсан епле аталанни, мĕнле çитĕнÿсем туни тата унăн умĕнче татса паман мĕнлерех ыйтусем пурри кăсăклантарать. Хаçат корреспонденчĕ çакна ăнлантарса пама Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕ тата суту-илÿ министерствин специалисчĕсенчен ыйтнă. Унтан  акă мĕн пĕлтерчĕç:

- Вăрнар районĕ, статистика кăтартăвĕсемпе, пĕтĕмĕшле чылай отрасль енĕпе лайăх кăтартусем тунă. 2007 çулта, сăмахран, 14,6 километр автомобиль çулĕсем туса хута янă. Ку кăтарту унчченхи çулхинчен виçĕ хут пысăкрах. Ку енĕпе Вăрнар районĕ Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав тата ытти чылай районсенчен иртсе кайнă. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе те район пысăк çитĕнÿсем тунă. Пĕлтĕр 327 хваттер - пурĕ 40 пин тăваткал метр чухлĕ - туса хута янă, ку 2006 çулхинчен 16,6 процент ытларах. Пурăнмалли çуртсене ĕçе кĕртессипе вăрнарсем муниципаллă районсем хушшинче Шупашкар районĕ (унта 45,9 пин тăваткал метр хута янă) хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать.

Хăшпĕр кăтартусемпе район республикăн вăтам шайĕнчен иртсе кайнă. Сăмахран, халăха тÿлевлĕ пулăшу парассин калăпăшĕпе. Ÿсĕм 23,6 процентпа танлашнă, республикипе 6,3 процент кăна пулнă. Çакă районта ку отрасль хăвăрт аталанни тата тивĕçтерĕвĕн çĕнĕ тĕсĕсем çурални çинчен калать. Районта вак суту-илÿ çаврăнăшĕ республика вăтам кăтартăвĕнчен кăштах пĕчĕкрех пулнă (108,1 тата 116,4 процент) пулин те, вăл лайăх аталаннине палăртнă.

Вăтам ĕç укçи те пысăк хăвăртлăхпа ÿсет. 2007 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче ÿсĕм 31,2 процент. Çак тапхăрта Вăрнар районĕнче пурăнакансен                              вăтам ĕç укçи 5922,7 тенкĕпе танлашнă. Паллах, çакă республикăн вăтам шайĕнчен (8493,6 тенкĕ) пĕчĕкрех, анчах республикăри 15 районтинчен пысăкрах.

Вак суту-илÿ çаврăнăшĕ, тÿлевлĕ пулăшу калăпăшĕ тата  халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ ÿсни вăрнарсен пурнăçĕ лайăхланса пынине яр-уççăн çирĕплетет.

Район экономики çирĕп пулнине ĕç укçи тÿлессипе вăхăта ирттерсе янă парăмсем çукки те лайăх çирĕплетет. Çав вăхăтрах чылай районта ку енĕпе лару-тăру çăмăл мар. Кунсăр пуçне Вăрнар районĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăн вăтам шайĕнчен пĕчĕкрех çичĕ район шутне кĕрет. Çак кăтарту 13 районта пысăк.

Район сĕт суса илессипе республикăра 6-мĕш вырăн, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк туса илессипе 9-мĕш вырăн йышăнать.

Министерство аналитикĕсем экономикăри лару-тăру, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă пулнине кăтартнă. Çавăн пекех вĕсем Вăрнар районĕн тата хăвăртрах аталанма  пысăк малашлăх пуррине палăртаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика