02 февраля 2008 г.
Чăван ен премьер-министрĕ Сергей Гапликов 2008 çулхи Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Уяв кăçал Шупашкарта, Муркаш тата Йĕпреç районĕсенче иртет.
Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Иван Моторин «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» инвестици форумне мĕнле хатĕрленипе паллаштарнă. Вăл тематика куравĕсем пулассине те палăртнă.
Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Виктор Бондарев Пĕтĕм Раççейри халăх пултаруллăхĕн XVI «Раççей çăл куçĕсем» фестивале, Пĕтĕм Раççейри ал ăстисен изделийĕсен VI «Ăста Руç» конкурсне хатĕрленни çинчен каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх, республикăна Раççей Федерацийĕн 54 регионĕнчен, чикĕ леш енчи 6 çĕршывран пултаруллăх коллективĕсем килмелле. 10 коллектив Муркаш тата Йĕпреç районĕсенче ĕçлĕ. Кăçал «Ăста Руç» конкурсра 30 регион представителĕсем хăйсен пултаруллăхне кăтартĕç. «Çакă чăн-чăн феери пулмалла. Унта хутшăнакансен тупăшу туйăмĕ пултăр», - тенĕ Сергей Гапликов. Виктор Бондарев çавăн пекех «Аслă Атăл» курав йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ, унта Раççейĕн 14 регионĕн паллă художникĕсем килĕç, 3500 яхăн ĕç тăратаççĕ. Республика кунĕ тĕлне Президентăн Б.Н.Ельцин ячĕллĕ библиотекин регионти центрне, Муркаш районĕнчи Кашмашри, Йĕпреç хула тăрăхĕн культура çурчĕсене уçма палăртнă.
Хула строительствипе общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров Республика кунне уявлассипе çыхăннă объектсен строительстви мĕнле пынипе паллаштарнă. Вăл Йĕпреç тата Муркаш районĕсенче çулсен строительствине вĕçлес енĕпе ĕçленине палăртнă.
Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова пысăк объектсен, çавăн пекех Муркаш районĕнчи Шетмĕпуçĕнчи врач амбулаторийĕн никĕсĕ çинчи пĕтĕмшле практика врачĕн уйрăмĕн, Шупашкар хулинчи 2-мĕш больница никĕсĕ çинчи амбулатори хирургийĕн центрĕн строительствипе паллаштарнă.
Шупашкар хулин пуçлăхĕ Николай Емельянов уява хатĕрленни çинчен каласа панă. Премьер-министр палăртнă тăрăх, аслă Атăл çинчи хулара çĕршыври паллă ишевçĕсене чĕнсе турнир ирттерни питех те лайăх пулĕччĕ.
Муркаш районĕн пуçлăхĕ Юрий Иванов Республика кунĕнчи мероприятисем тата çав кун уçма палăртакан çĕнĕ объектсем çинчен пĕлтернĕ.
Йĕпреç районĕн пуçлăхĕ Анатолий Петров палăртнă тăрăх, Чăваш Ен çыннисемпе хăнисене лашасемпе çыхăннă республика конкурсĕ кăсăклантарма пултарать, ăна районта çуллен йĕркелеççĕ, унта хутшăнакансем суха пуçпа ĕçлесе тупăшаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"