02 февраля 2008 г.
Нумай çул пурăнакансем районта сахаллăн. Вĕсем кÿршĕ-аршăн, ял-йышăн пысăк хисепне тивĕçнĕ. Ара ватă çынсем ĕмĕр тăршшĕпех çĕршыва тĕреклетессишĕн, унăн мăнаçлăхне ÿстерессишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Паллах, хури-шуррине чылай курнă çынсем вăрăм кун-çуллă пулни кирек кама тĕлĕнтерет ĕнтĕ.
- Пурнăç çулĕ - тумхахлă аслă çул теççĕ. Темле йывăр килнĕ пулсан та чун хавалне çухатмарăм, çынна усал сунмарăм, йăх-несĕлсен ятне çÿлте тытма тăрăшрăм, - пĕлтерчĕ Çĕньял Хапăсра пурăнакан Анна Алексеевна Алексеева кăмăллăн. - Турра хытă ĕнентĕм. Тен, çавăнпа та вăл мана вăрăм кун-çул парнелерĕ.
Анна Алексеевна январĕн 29-мĕшĕнче 100 çул тултарнине паллă турĕ. «Ĕмĕр чиккине епле çитнине сисмерĕм те», - терĕ вăл ĕçпе кушăрханă аллисемпе тутăра майласа. Маттур кинемей пÿртре туяпа уткаласа çÿрет. Хăнасене хапăл туса йышăнать. Пĕрле сĕтел тавра ларнă чухне авалхи юрăсене юрлама кăмăллать. А.Алексеева вăй-хал ан иксĕлтĕр тесе аш çиет. Калас-тăк, кинемейпе пĕр варлисен те кун-çулĕ вăрăм пулнă. Устинийăпа Марфа 95 çул, Лена 89 çул пурăннă. Анна Алексеевнăна хĕрĕ - Клавдия Яковлевна Гомонова - пăхса-асăрхаса тăрать. «Анне пурри - чăн телей. Вăл Тоня аппапа мана хăйĕн иксĕлми чун ăшшине парса ÿстернĕ, - терĕ Клавдия Яковлевна. - Шел, çут тĕнчере аппа çук ĕнтĕ. Эпĕ хаклă çыннăм умĕнче уншăн та çĕре çити пуç таятăп».
А.Алексеева йышлă ача-пăчаллă çемьере çуралнă. Çут тĕнчене пĕрин хыççăн тепри хĕр килнĕ пирки вĕсен çемйине çĕр паман. Ирĕксĕрех ашшĕн урпа, сĕлĕ, ыраш, пăрçа, ясмăк акма çĕр тара илме тивнĕ. Кайран умлăн-хыçлăн виçĕ ывăл çуралсан тинех ят çĕрне тивĕçнĕ. «Манăн аттепе анне темле ĕç тума та пĕлетчĕç, - хăйĕн сăмахне малалла тăсать ватă çын. - Эпĕ вара уйрăмах пир тĕртме юрататтăм».
Аннан хутла вĕренме май пулман. Кивьялти чиркÿ прихут шкулĕнче 6 уйăх ăс-тăн пухнă хыççăн ăна ашшĕпе амăшĕ ĕç вăйĕ çитменни пирки каланă. Анна вара шкула çÿреме пăрахнă.
Çамрăклăх мăн çулпа килет, вак çулпа иртсе каять теççĕ. Апла пулсан çак илемлĕ тапхăра пурте аса илеççĕ. Анна Алексеевна кĕркуннехи-хĕллехи каçсенче улахсене мĕнле ирттерни çинчен пĕтĕм кăмăлтан каласа парать. Ун чухне ял-кĕрĕмпе хĕр упраç час-часах пĕрле пухăнса ал ĕçĕ тунă, юрланă-ташланă, шÿтленĕ, вăйă вылянă. Кинемей хальхи вăхăтри чылай çамрăк пушă вăхăта усăсăр ирттернишĕн, ĕçкĕ-çикĕпе аташнишĕн хытах пăшăрханать. Вăл каланă тăрăх, Турă панă ĕмĕре чыслăн пурăнса ирттермелле, ырă ĕç кăна çынна илем кÿни çинчен пĕр кун та манмалла мар.
А.Алексеева хăйĕн яшлăхĕ пирки каласа панине кăсăкланса итлетĕп. Ĕçрен хăраман, ÿркенмен çынна мĕнле хисеплемĕн; Вăл Нарспи пекех пулнă-тăр.
- Ирех тăрать, тумланать,
Нарспи ĕçе тытăнать.
Е пурçăн çип илет те
Юрла-юрла тĕр тăвать.., - вĕлтлетеççĕ пуçра чăваш литературине классика тÿпине çĕкленĕ Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи йĕркесем. Тăрăшуллă, амăшĕ пекех илемлĕ кĕлеткеллĕ пулса çитĕннĕ сар хĕре нумай каччă куç хывнă. Анна вара хăйĕнчен сакăр çул кĕçĕн Якку ятлă сатур каччăна суйласа илет, 1936 çулта унпа пĕр çемье çавăрать. Шел те, çамрăк хĕрарăм савнă мăшăрĕпе ултă çул кăна пĕрле пурăнать. Кĕçех упăшкине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе каяççĕ. А.Алексеева ытти хĕрарăмсем пекех Çĕнтерĕве çывхартастесе нумай чăлха-алсиш фронта ăсатать. Инкек куçа курăнса килмест. Виçесĕр пысăк хуйхă йăтăнса анать Анна Алексеевна çине. Якку юнлă çапăçу хирĕнче тăшмансемпе çапăçса пуçне хурать. Икĕ хĕрĕ ашшĕсĕр тăрса юлать. Чăтма йывăр пулсан та шăпана ÿпкелемест чăваш хĕрарăмĕ, мĕншĕн тесен ун савнă мăшăрĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Анна Алексеевна хăех вăй çитерсе пÿрт лартать. Ăна качча тухма ыйтакансем те пулнă. Анчах та ачисене ют ашшĕпе ÿстерме килĕшмест вăл, вĕсене пĕчченех пурнăç çулĕ çине тăма пулăшать.
А.Алексеева тăван колхозра тивĕçлĕ канăва кайсан та вăй хунă. Ăна тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, район агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн диплом-грамотăсемпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» ят панă. Кунсăр пуçне Анна Алексеевна вăрçă вăхăтĕнче тылра хастар ĕçленĕшĕн Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.
Амăшĕпе Клавдия Яковлевна чăннипех мăнаçланма пултарать. А.Алексеева хăйĕн пархатарлă кун-çулĕпе, вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе çирĕппĕн утма пĕлнипе пурне те тĕслĕх кăтартать. Эпĕ ăна телей-савăнăç, çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатăп.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"