Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район активĕпе тĕл пулнă

02 февраля 2008 г.

Ытларикун районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн председателĕн заместителĕ - культура, вĕрентÿ, ăслăлăх, наци тата çамрăксен политикин Комитечĕн председателĕ Владимир Мидуков пулнă. Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Кузьминпа, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕпе О.Шайногапа, министерствăн патшалăх харпăрлăхĕн управленийĕн пайĕн пуçлăхĕпе В.Пайрашпа тата район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕпе Н.Ивановпа пĕрле  Калининăри  халĕ ĕçлеме пăрахнă 24-мĕш училищĕне çитсе курнă, кунти çуртсене тата пурлăха, салари тасатакан сооруженисене малашне мĕнле майпа усă курассине сÿтсе явнă.

Кун йĕркипе палăртнă пекех, район администрацийĕн актовăй залĕнче район активĕпе - ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе, культура тата вĕрентÿ учрежденийĕсен тата обществăлла организацисен ертÿçисемпе тĕлпулу иртнĕ, 2007 çулти социаллă-экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. Вăрнар район пуçлăхĕ А.Кузьмин промышленноçра та, ял хуçалăхĕнче те  производство калăпăшĕсем ÿснине палăртнă. Çавăн пекех кăçалхи тĕллевсем те пысăк.

Пĕлтĕр акă, промышленноç предприятийĕсем 3,5 млрд. ытла тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Республикăри  ытти районсемпе танлаштарсан, ку - вуншар хут пысăкрах кăтарту. Ку ÿсĕмре, паллах, хими промышленноçĕн предприятийĕсен  - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн тата «Август» фирма филиалĕн - тÿпи пысăк.

Агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсем пĕлтĕр 1 млрд. тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, ялхуçалăх продукцийĕн производстви енĕпе тĕп зонăри районсем хушшинче Вăрнар районĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Курăмлă утăмсемпе аталанакан, çирĕп хуçалăхсене - Вăрнарти аш-какай комбинатне, «Победа», «Хорнзор», «Мураты», «Янгорчино» хуçалăхсене - район пуçлăхĕ уйрăмах ырăпа асăннă. Сысна ашĕ туса илессипе республикăра Вăрнарти аш-какай комбиначĕ малта пырать.

Çурт-йĕр хăпартассипе те, çулсем хывассипе те районта чылай ĕç пурнăçланă: 40 пин тăваткал метр çурт-йĕр, 26 çухрăм енне çул, поселокра 64 хваттерлĕ пурăнмалли çурт хута кайнă.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин палăртнă тăрăх, кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ объект - поселока тата ытти ялсене  шывпа туллин тивĕçтерме пултаракан плотина. Пĕтĕм ĕçсене кăçал вĕçлеме пăхнă.

Çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшасси, граждансене кивĕ, юхăнакан çуртсенчен куçарасси, тасатакан сооруженисене йĕркене кĕртесси - ку тĕлĕшпе те сахал мар вăй хунă. Паллах, республика тата патшалăх пулăшăвĕсĕр ку ыйтусене «çĕнме» питĕ хĕн.

Владимир Мидуков пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессине пысăк тимлĕх уйăрнă, Чăваш ен лидерсен йышĕнче пулнине çирĕплетнĕ. Уйрăммăн илсессĕн, республикăри 66 шкул, 240 вĕрентекен Раççей Президенчĕн гранчĕсене тивĕçнĕ, çăмăллăхлă кредитсем пама ял хуçалăх отрасльне 4 млрд. ытла тенкĕ уйăрнă. Кăçал, акă, бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçийĕсем ÿсĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика