Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчара та ĕçлеççĕ, вĕренÿ çулне те хатĕрленеç

05 августа 2003 г.

Çуллахи каникул кунĕсем иртсех пыраççĕ. Районти шкулсен çĕр лаптăкĕсем çинче ача-пăча çу каçипех хĕрÿ ĕçре. Акă, Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче 5-8-мĕш классенче вĕренекенсем çуллахи практикăна черетпе çÿреççĕ. Вĕсем шкул пахчинче купăста, çĕрулми, сухан, кишĕр, помидор, хăяр, укроп, петрушка çитĕнтереççĕ. Çак çимĕçсем вĕренÿ çулĕ пуçлансан хăйсенех кирлĕ-çке. Эпĕ пынă кун физика учителĕ Евгения Андреевна Григорьева ертсе пынипе сакăр ача йăрансене çумкурăкран тасататчĕ. Вĕренекенсем ирхине саккăртан пуçласа 12 сехетчен ĕçлеççĕ. Паян кунта тăрăшса çум çумлакансене асăнса хăварар - Андрей Скворцов, Юрий Григорьев, Николай Кузнецов, Ирина Алексеева, Настя Петрова, Галя Захарова, Павел Щуклин тата унăн шăллĕ, 3-мĕш класс пĕтернĕ Алеша Щуклин. Евгения Андреевна каланă тăрăх ачасем кутăнлашса-тавлашса тăмаççĕ, хушнине тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Шкул пахчинче ĕçлесе тарланă хыççăн вĕсем пĕвене шыва кĕме чупаççĕ. Халĕ шкулти коридорсене сăрлаççĕ-шуратаççĕ. Çывăх кунсенче учительсем классене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме тытăнĕç - пĕчĕк юсав ĕçĕсем пурнăçламалла, тасатмалла-çумалла, тирпейлемелле. Чăрăшкас Хирлеп шкулĕ умĕнчи пахчара илемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешерни те чуна тыткăнлать. Кунти учительсем те, ачасем те ĕçе юратни тÿрех курăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика