Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район çыннисем: Тĕрĕ ăсти

04 августа 2003 г.

Мĕн ĕлĕкрен чăваш хĕрĕсемпе каччисем тĕрĕллĕ кĕпесемпе çÿренĕ. Вĕсене амăшĕсемпе кукамăшĕсем тĕрлесе панă. Хальхи çамрăксенчен нумайăшĕ тĕрлеме мар, çипе йĕп çăртине тирме те пĕлеймеççĕ. Çапла, çынсем те, самана та улшăнать. Пурте мода хыççăн хăвалаççĕ. Паян нимĕнле хĕр те, каччă та чăваш тумне тăхăнса урама тухас çук. Асаннесемпе кукамайсем те чăваш тумне тăхăнма тахçанах пăрахрĕç ĕнтĕ. Тĕрлесе ларма та вăхăт çук вĕсен. Анчах Хурапыр Юнтапа ялĕнче пурăнакан Лидия Кузьминична Кузьмина хăй юратнă ĕçне алла тытас тесе епле пулсан та вăхăт тупатех. Лидия Кузьминична - тĕрĕ ăсти. Вăл çак ялтах çуралнă, анчахрах утмăл тăххăр тултарчĕ. Мĕн ачаранах хура-шурă мĕнне лайăх туйнă. Анчах йывăр ĕçрен нихçан та хăраман. Саккăрта чухнех вăл хитре тĕрленĕ. Тĕрĕ ĕçне ăна амăшĕ вĕрентнĕ. Унăн амăшĕ Алькешри «Паха тĕрĕ» фабрикăра тимленĕ. Лидия Кузьминичнăн алли чăннипех ылтăн пуль - темĕн те тĕрлеме пĕлет. Вăл хатĕрленĕ сăмса тутрисем, тутăрсем, салфеткăсем, сĕтел çиттисем, кавирсем куçа илĕртеççĕ. Мана та, шкулта вĕреннĕ чухне, концертсене хутшăнма чăваш кĕпипе тутăр тĕрлесе паратчĕ. Пурте илемлĕ тум çине ăмсана пăхатчĕç, мĕнешкел чаплă тетчĕç. Мария Кузьминична хăй тĕрленĕ япаласене час-часах çывăх юлташĕсемпе тăванĕсене парнелет. Сутмалăх та хатĕрлет. Тĕрлесе пама ыйтакансем те йышлă. Ытларах çитар пичĕ, Турăш умне çакмалли алшăлли хатĕрлеме заказ параççĕ. Хăйĕн пĕтĕм пушă вăхăтне вăл тĕрĕ тĕрлесе ирттерет. Ирех, ĕнене касăва яриччен, пикенет çак ĕçе. Каçхине те чылайччен тăрмашать. Лидия Кузьминична тĕрĕ ĕçне хăйĕн тăван пиччĕшĕн ывăлне те вĕрентнĕ. «Халĕ вăл ман пекех хитре те хăвăрт тĕрлет»,- савăнăçне пытармасть Лидия Кузьминична.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика