Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти çулсем çинче: Выльăх-чĕрлĕх инкеке ан лектĕр

31 июля 2003 г.

Халĕ, çуллахи кунсенче, район территорийĕнчи çулсем çинче выльăх-чĕрлĕхе - ĕнесене, пăрусене, сурăхсене тата ыт. те - автотранспортпа çапса ÿкернĕ тĕслĕхсем нумайланчĕç. Хăшпĕрисем харпăр хăй выльăхне çулсем хĕррипе пăхакансăр хăвараççĕ. Çапла тунине хăйсем çул-йĕр правилисене пăснине, тен, чылайăшĕ пĕлеймест те пуль. Выльăх-чĕрлĕхе çул хĕррипе хăваракансене административлă йĕркепе явап тыттарма пултараççĕ. Вĕсен айăпĕпе автомашинăра ларса пыракансем инкек тÿсме, çавăн пекех транспорт самаях сиенленме пултараççĕ. Çул-йĕр правилисен 24.7 пункчĕпе килĕшÿллĕн, акă, выльăх-чĕрлĕхе пăхакансăр çул çине хăварма, вĕсене ятарласа уйăрман вырăнта чукун çул урлă (çавăн пекех каçхи вăхăтра тата çутă çителĕксĕр чухне) каçарма, урăх çул пур çинчех выльăхсене асфальтпа е бетонпа витнĕ çулсем тăрăх хăваласа пыма юрамасть. Çул-йĕр правилисене пăхăнман пиркиех çуллахи уйăхсенче выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă темиçе инкек пулнă. Июлĕн 5-мĕшĕнче, çичĕ сехет тĕлнелле, Вăрнар-Йĕпреç çул çинче, вăрман хуçалăхĕ тĕлĕнче, автомашинăпа çапса ÿкернĕ хура-ула ĕнене тупнă. Июлĕн 11-мĕшĕнче, каçхине сакăр сехет тĕлнелле, Вăрнар поселокĕнче, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ умĕнче, «Ока» автомашина водителĕ ĕнене çапса ÿкернĕ. Тепĕр кунне, тăхăр сехет тĕлнелле, Вăрнартан Йĕпреçе каякан çул çинче ирĕклĕн çÿренĕ ĕнене ГАЗ-3110 автомашинăпа çапса утнă. Тепĕр инкек Вăрнар - Кольцовка çул çинче, Кушлавăш тĕлĕнче, пулнă. Кунта ВАЗ-2105 автомашина водителĕ икĕ ĕнене çапса ÿкернĕ. Харпăр хăй выльăхне тытакансене çак ырă мар тĕслĕхсем хытах шухăшлаттарасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика