Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă йышра ĕç ăнать

31 июля 2003 г.

Ялта хĕрÿ ĕç пырать. Ларса канма та вăхăт çук. Ватти-вĕтти пурте уйра. «Юнтапа» ялхуçалăх производство кооперативĕн виççĕмĕш бригадин ĕçченĕсем алла усса лармаççĕ. Пĕрисем çĕрулми, кишĕр, кăшман çумлаççĕ, теприсем утă çулаççĕ. Бригадăри ĕç-пуçа Иван Петрович Гордеев йĕркелесе пырать. - Чăн та, çулла ĕç нумай. Анчах хамăр тăрăшса ĕçлесен пĕтĕмпех ĕлкĕрсе пыма пулать. Утă çине йышлăн тухаççĕ. Тĕслĕхрен, Галя Андреева тата Нина Быкова нихăçан та ĕçрен юлмаççĕ. Сергей Павлов, Лена Иванова, Владимир Васильев, Анатолий Андреев та тăрăшуллă.Çамрăксем çĕрулми - вăл 28 гектар йышăнать - çумлама тухаççĕ. Питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ ачасем, пĕр кун сиктермеççĕ. Уйрăммăн илсен, Катьăпа Маша Ивановасене, Людăпа Таня Гордеевасене, Ваня Баранова, Оля Андреевăна, Валерий Малова палăртмалла. Хуларан яла килнĕ ачасем те çĕрулми ани çине тухаççĕ, - пĕлтерчĕ Иван Петрович. Хурапыр Юнтапа ялĕнче çынсем туслă пурăнаççĕ. Вĕсем ĕçре те маттур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика