Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕМЬЕРЕ ТАТУЛĂХ ПУЛТĂР

24 ноября 2007 г.

 

ÇЕМЬЕРЕ ТАТУЛĂХ ПУЛТĂР

 

Ершепуçĕнчи Лариса Аверкиевна Краснова хăйне чи телейлĕ амăшĕсенчен пĕри тесе шутлать. Юратнă мăшăрĕпе,  Станислав Алексеевичпа пĕрле, виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем. Пăхаттирсенчен асли, Алексей, Г.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицей-интернатне кĕмĕл медальпе веренсе пĕтернĕ, халĕ - М.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультечĕн студенчĕ. Павел Вăрнарти лицейра 10-мĕш класра, Вася Г.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицей-интернатĕнче 8-мĕш класра вĕренеççĕ.

Красновсен пĕрле пурăнса пухнă çемье опытĕнче тĕслĕхлĕ самантсем чылай. Пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кÿрентересси, сăлтавсăр чăркăшасси йăлара çук вĕсен. Пачах урăхла, мĕнпур ĕçе пĕрле тума, хуйхă-сăйхă пĕрле пайлама хăнăхнă вĕсем.

Станислав Алексеевич «Агрохмель» тулли мар яваплă обществăн хăмла бригадинче ĕçлет. Ĕçтешĕсем хушшинче хисепре.

Лариса Аверкиевна çирĕм çул ытла Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта ют чĕлхесене вĕрентет. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, малтан - французпа нимĕç, унтан акăлчан чĕлхисен уйрăмĕсене пĕтернĕ. Вĕрентÿ активисчĕ.

Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах ăс-тăн конкурсĕсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр икĕ ача, акă, ют чĕлхе олимпиадинче призлă вырăнсене тивĕçнĕ.

Хăй ертсе пыракан 10-мĕш класс ачисемпе те Лариса Аверкиевна тĕрлĕ  мероприятисем йĕркелет. «Вĕсем маншăн тăван ачасем вырăнĕнчех, питĕ маттур ачасем. Шкулти кашни мероприятие хастар хутшăнаççĕ, çĕнтереççĕ. Класс вĕсенче Дипломсем те  сахал мар çĕнсе илнĕ», - тет класс ертÿçи. - Нумаях пулмасть пĕрлехи ĕç пирки мультимедийлă проект хатĕрлерĕмĕр, вăл класăн кулленхи пурнăçне туллин çутатать».

- Чун килĕштернĕ ĕç, çемьере татулăх пулсан пурăнма та аван, - теççĕ Красновсем. Ытти ял çыннисем пекех выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем,  сад-пахча ĕрчетеççĕ. Ачисене тĕрĕслĕхе, сăпайлăха, тараватлăха вĕрентеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика