21 июля 2003 г.
Массăллă информаци хатĕрĕсем Раççейре халăх йышĕ чакса пыни хинчен тăтăшах пĕлтереççĕ: вилекенсенчен шучĕ çуралакансенчен çав-çавах нумайрах. Тĕрлĕ сăлтава пула çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ: инкек-синкеке лексе, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхсе, хăйсем çине алă хурса тата ытти те. Хамăр района илес-тĕк, ку енĕпе лару-тăру çăмăл мар. Ултă уйăхри кăтартусене тишкерсен Вăрнар районĕнче 447 çын вилнĕ, 212 ача кун çути курнă. Вилекенсен шучĕ, хăвăрах куратăр, икĕ хут ытларах. Демографи кризисĕ иртесси пирки калаçма иртерех-ха. Çамрăксем çемье чăмăртани, ача-пăчаллă пулни çеç ку кăтартусене улшăнусем кĕртме пултарĕç. Кăçалхи çур çулта мăшăрланакансем 64-ăн пулнă, çав вăхăтрах 58 мăшăр уйрăлнине шута илнĕ. Çемье арканнă тĕслĕхсем çине-çинех тĕл пулаççĕ. Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулла туйсем ытти вăхăтринчен нумайрах кĕрлеççĕ. Акă, паян пĕрлешнине ĕнентерекен хута ултă мăшăр илеççĕ.