10 октября 2007 г.
Çак ятпа йыхравлать курава хальхинче районти историпе краеведени музейĕ. Раççейĕн çурçĕр тĕп хулинчи Михайлов керменĕн (халĕ унта Вырăс музейĕ вырнаçнă) вăрттăнлăхĕсене уçса парать вăл. Шупашкарти «Радуга» культурăпа выставка центрĕ урлă илсе килнĕ куравра вырăс художникĕсен паллă ĕçĕсем вырăн тупнă. Интереслĕ калавсăр пуçне музей директорĕ Елена Шарипова ÿнер тусĕсене видеороликпа паллаштарать.
Шкулсенче вĕренекенсем, уйрăм çынсем экскурсире пулма, Санкт Петербургра упранакан искусство пуянлăхĕпе паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Курав октябрĕн 20-мĕшĕччен ĕçлет, эппин ыттисен те унта çитсе курма вăхăт пур-ха.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"