10 октября 2007 г.
Вĕрентекенсен куллен пурнăçлакан ĕçне хаклама сăмах та çитмест. Çамрăк ăрăва паракан ăс-хакăл, кăмăл-сипет культурин шайĕ хăвăртлăхпа ÿссе пырать, вĕренекенсен аталанăвĕ курăмлă, çĕнĕ технологисемпе меслетсем çиçĕмле пурнăçа кĕреççĕ. Тĕрлĕ шайри наградăсем те - педагогсен ырми-канми ĕçĕн кăтартăвĕсем.
Профессилле уявра та акă вун-вун вĕрентÿ ĕçченĕ хисепе тивĕçнĕ. Калининăри вăтам шкулти технологи учителĕ Геннадий Никандрович Кошкин «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна тивĕçнĕ. Раççей Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотисемпе Вăрнарти 1-мĕш шкулти кĕçĕн классен учительне Любовь Михайловна Кулагинана, Кульцаври вăтам шкул директорĕн заместительне Елена Степановна Киселевана тата Аçăмçырминчи шкулти физкультура учительне Владимир Николаевич Петрова чысланă.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"