Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç

10 октября 2007 г.

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, кăçалхи августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен Раççейре ачасен хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ иртрĕ. Ăна çĕнĕ вĕренÿ çулĕ инкек-синкексĕр пуçлантăр тесе каникул вăхăтĕнче хăрушсăрлăх хăнăхăвĕсене маннă ачасене асăрханулăх çинчен аса илтерес, тĕрлĕ чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Планпа пăхнă тăрăх, çак тапхăрта кашни шкулта, ача сачĕсенче чрезвычайлă лару-тăрусенче хÿтĕленессипе, пушар тата çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх нормисемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухса калаçусем ирттерме палăртнă. Шкулсенче вĕренекенсем çак темăсене çутатакан сочиненисен конкурсĕсенче* гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусенчи хÿтĕлев, пушар хăрушсăрлăхĕн , шыв çинчи хăрушсăрлăх тата çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине тĕрĕслекен викторинăсенче ăмăртнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче пулнă май, районти шкулсенче тата ача сачĕсенче ăна пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе Вăрнарти 1-мĕш шкулта профилактика ĕçне çирĕп тата пуренлĕ йĕркелени палăрать. Ачасене хăрушсăрлăх правилисене вĕрентесси, хăйсен сыхлăхĕшĕн тăрăшма хăнăхтарасси - ку шкулта воспитани ĕçĕнчи тĕп тĕллевсем шутне кĕреççĕ. Сăмах май, Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем - профилактика тĕлĕшĕнчен ирттерекен, вĕрентÿллĕ мероприятисене чи активлă хутшăнакансем. Ахальтен мар ĕнтĕ, уйăхлăх вăхăтĕнче йĕркеленĕ сочиненисен конкурсĕнче призлă икĕ вырăна Вăрнарти 1-мĕш шкулта пĕлÿ пухакансем çĕнсе илчĕç: пĕрремĕш вырăнта - виççĕмĕш класра вĕренекен Дима Куликов, виççĕмĕшĕнче - çавăн пекех 3 класа çÿрекен Настя Васильева. Иккĕмĕш вырăна Хăмăшри шкулта 8-мĕш класра пĕлÿ пухакан М. Иванова тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене ВДПО ЧРО ПУ мастерĕ Л. Калитова тата Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн инструкторĕ И. Максимова Вăрнарти 1-мĕш шкулта савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Вĕсем тĕрĕслев комиссийĕн членĕсем пулнă май, ачасем çырнă сочиненисене лайăх хак пачăç, вĕсем пушар хăрушсăрлăх йĕркине аван пĕлнине кăтартса панине çирĕплетрĕç. Çавăн пекех вĕренекенсене тимлĕх çинчен манмалла маррине, яваплăха ялан туймаллине аса илтерчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика