10 октября 2007 г.
Пăртасра ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн филиалне уçнăранпа вăхăт нумай иртмерĕ пулин те, унта çÿрекенсем тĕрлĕ ăмăртура палăрма ĕлкĕрчĕç, хăшĕсем Раççей шайне те тухрĕç. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Красноармейски салинче иртнĕ турниртан та акă вĕсем çĕнтерÿпе таврăнчĕç.
Салари спорт шкулне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа РФ нефть тата газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕн, Красноармейски районĕн Хисеплĕ çыннин А.И.Слукинăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнира хамăр республикăри, Удмурти тата Мордови спортсменĕсем хутшăннă.
Пирĕн кĕрешÿçĕсен çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар. Евгения Кондратьева акă пĕрремĕш вырăн йышăннă. Таня Кондратьева виççĕмĕш пулнă. Евгений Колпаков вара чи лайăх техника кăтартма пултарнă. Вероника Бардасова - тăваттăмĕш. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Антон Сантимер çĕнтерÿ пьедесталĕн виççĕмĕш пусми çинее хăпарма тивĕçнĕ.
Ку çеç мар, вăрнарсем турниртан тепĕр пысăк парне те илсе таврăннă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов Вăрнарти спорт шкулне кĕрешÿçĕсен кавирне илме сертификат панă.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"