10 октября 2007 г.
Лайăх, кăсăклă, ырра вĕрентекен кĕнеке ача-пăча тусĕ пултăр тесе, ачасем пирĕн пуласлăх пулнине манмасăр, вĕсене пĕчĕклех «пĕлÿ çăлкуçне» юратма, пĕтĕм çĕннипе кăсăкланма вĕрентер. Çĕнни вара ăçта - пуян содержаниллĕ, тавракурăма аталантаракан, пĕлĕве анлăлатакан кĕнекесенче. Ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре кĕнеке пысăк пулăшу панине ăнланса, ача-пăча библиотекинче тимлекенсем çак çыхăнăва çирĕплетессишĕн пĕтĕм вăя хураççĕ.
Каламасăрах паллă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче уйрăмах пысăк тимлĕх - пĕрремĕш классенче вĕренекенсене. Ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем вĕсем валли çулсеренех хăйнеевĕрлĕ илĕртÿллĕ экскурсисем йĕркелеççĕ. Иртнĕ эрнере, акă, библиотекăра Вăрнарти 1-мĕш шкулта пĕрремĕш классенче вĕренекенсем хăнара пулчĕç. Вĕсене кĕтсе, кунта «Сывă пул, çулла, сывă-и, шкул;» кĕнекесен куравне хатĕрленĕ. Шăпăрлансем юмахсенчи илемлĕ сăнарсемпе хаваслансах паллашрĕç. Мĕнле хитре, илĕртÿллĕ икен кунта. Компьютер та пур, ав, телевизор та кунтах! Пĕтĕмпех тавралла пăхса тухсан, ача-пăча шавĕ кăшт лăпланчĕ, вĕсем тимлĕн итлесе ларма хатĕрленчĕç. Библиотекарьсем вĕренекенсене ача-пăча библиотеки тата ачасем вали çыракан писательсем çинчен каласа пачĕç, кĕнекесемпе тата уйăхсерен килсе тăракан журналсемпе паллаштарчĕç, пĕчĕк шăпăрлансемпе юратнă юмахсене тата сăвăсене аса илчĕç, библиотекăра хăйсене мĕнле тытмаллине тата кĕнекесемпе тирпейлĕ усă курмаллине вĕрентрĕç. Юлашкинчен ачасем В. Сутеевăн «Под грибом» юмахне кăмăлласа итлерĕç. Вĕренекенсене тĕлпулу килĕшрĕ теес килет. Вĕсем библиотекăна малашне те час-часах килсе çÿреме сăмах пачĕç.Источник: "Çĕнтерÿ çуле"