Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр-шыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн

10 октября 2007 г.

Çак кунсенче Вăрнара савăнăçлă хыпар çитрĕ. Вăрнар районĕнче чи пĕлтерĕшлĕ объектсене хăпартакан строительство организацийĕн ĕç-хĕлне Раççей шайĕнче пысăк хак панă. Раççей патшалăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, обществăра толерантноçпе созидани идейисене çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн «Вурнарская» МСО акционерсен хупă обществин ĕç коллективне «Тăван çĕр-шыв мухтавĕшĕн хастар ĕçленĕшĕн» грамотăпа чысланă.

Раççей мăнаçлăхне тата тĕреклĕхне çирĕплетес ĕçе пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывакан чи лайăх предприятисене тупса палăртассипе тимлекен Федераллă программăн суйлав Комитечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, «Вурнарская» МСО АХО пуçлăхне Иван Александрович Сандомирова Обществăлла Ăслăлăхсен Пĕтĕм тĕнчери Академийĕн член-корреспонденчĕ ята панă. Çавăн пекех И. А. Сандомиров кандидатурине «Тăван çĕр-шыв мухтавĕшĕн» орден илме номинациленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика