Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми кунĕнче савăнчĕç

10 октября 2007 г.

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Санары» агрофирмăпа «Август» фирма» акционерсен хупă обществи йĕркеленипе Санарпуç ялĕнче «Çĕр улми кунĕ - 2007» кĕрхи уяв иртрĕ. Производствăра çултан çул пысăк çитĕнÿсем тăвакан ĕç çыннисене, ирĕн-каçăн хура тар тăкакансене, халалласа Шупашкарти юрăпа ташă ансамблĕн, сатирăпа кулăш театрĕн артисчĕсем пысăк концерт лартса пачĕç. Юрă-кĕвĕ аякка юхрĕ, вăйă-кулă сасси кунĕпех илтĕнсе тăчĕ. Ял çыннисем те, хуçалăх ĕçченĕсем те, сумлă хăнасем те çĕр улми кунĕнче пĕтĕм кăмăлтан савăнчĕç.

- Пирĕн «Санары» агрофирма ял хуçалăх культурисене туса илес ĕçре ÿсĕм хыççăн ÿсĕм туман пулсан çынсем вăхăта çапла интереслĕ ирттермĕччĕç те, - хыпарларĕ Гаврил Макарович Макаров. Чăн та, çак хуçалăхра ĕçлекенĕн сăмахĕсемпе килĕшмеллех. «Санары» агрофирма - Чăваш  енри паха вăрлăх ĕрчетекен чи пысăк ял хуçалăх организацийĕсенчен пĕри. Пĕлтĕр вăл республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ку çул Мускавра иртнĕ «Çĕр улми Раççей  - 2007» куравра палăрнă.

Кăçал та тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем, «иккĕмĕш çăкăр» лайăх тухăç пачĕç: 36 тата 350 центнер, - пĕлтерчĕ «Санары» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Р. Петров уява уçнă чухне. Район пуçлăхĕ А. Кузьмин çĕр улми кунне хутшăнакансене тата тепĕр ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленсе пынипе саламланă май «Август» фирмăпа тачă çыхăнса ĕçлени агрофирмăна сулмаклă утăмсем тума пулăшни  çинчен çирĕплетрĕ. Анатолий Ивановичăн сăмахĕсемпе килĕшсе «Август» фирмăн генеральнăй директорĕн çумĕ Л. Голубкова çапла каларĕ: «Эпир Мускавра, эсир ялта пулсан та пирĕн пĕрлех ĕç коллективĕ питĕ туслă. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илес тесе кашни пĕтĕм вăя хурса ĕçлет».

«Август» фирма пестицидсем кăларассипе тата сутассипе Раççей рынокĕнче лидерсен йышĕнче. Унăн пысăк пахалăхлă продукцийĕсемпе анлă усă курнăран ĕнтĕ «Санары» хуçалăхăн уй-хирĕнче çум курăк ашкăрмасть. Агрофирмăн опыт ирттермелли участоксем пур.  Наука ыйтнă пек пăхса-асăрхаса  тăрса унта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен, çĕр улмин элита сорчĕсене çитĕнтереççĕ. «Августăн» технологĕ З. Колотилина каланă тăрăх, - вĕсем мĕн тĕпчесе пĕлнине семинар-канашлусенче каласа кăтартаççĕ. Санарпуçсен опычĕпе çывăхрах паллашас тесе çĕршыври тĕрлĕ кĕтессенчен агрофирмăна васкаççĕ. Акă кăçал кунта ял хуçалăх техникин «Уй-хир кунĕ- 2007» республикăри куравĕ иртнĕ хыççăн Марий Эл, Мордови Республикисен тата ытти регионсенчен хăнасем килсе хуçалăхри лару-тăрупа кăсăкланнă, вăрлăх илсе кайнă.

Агрофирма ертÿçи Р. Петров çĕнĕ сортсем ĕрчетесси çине  пысăк тимлĕх  уйăрать. Тĕслĕхрен, «Казанская – 560» кĕрхи тулла, «Жуковский ранний», «Ресурс», «Удача» сортлă çĕр улмие нумай предприяти хапăлласа туянать. Кăçал санарпуçсем 630 тонна пĕрчĕллĕ культурăсене, 20 тонна пăрçа йышшисене, 269 тонна çĕр улми сутма пахалăх сертификатне илнĕ. «Санары» агрофирмăран ытти ял хуçалăх организацийĕсем кĕр аки ирттерме 380 тонна тырă туяннă.

- «Санары» агрофирма тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем тăрăшса ĕçленине пула тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми туса илес ĕçре Вăрнар районĕ республикăра малтисен йышĕнче, - хавасланса пĕлтерчĕ республикăри вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ А. Титова.

Агрофирмăри ĕç паттăрĕсем пушă вăхăтра «Çĕнтерÿ çулĕпе» пĕрлех республика хаçачĕсене те вулама кăмăл тăваççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕр улми кунĕнче ĕç çыннисене «Хыпар» издательство çурчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕн - тĕп редакторăн çумĕ Г. Максимов «Хыпар» хаçатпа тата унăн кăларăмĕсемпе нумай çул туслă çыхăну тытнăшăн агрофирма тилхепине тытса пыракан Р. Петров Тав хучĕпе чысларĕ.

Уявра çынсем «иккĕмĕш çăкăртан» хатĕрленĕ тĕрлĕ блюдăна тÿлевсĕр тутанса пăхма пултарчĕç.  «Санарпуçсен çĕр улмийĕнчен пĕçернĕ апат-çимĕç питĕ тутлă-çке», - терĕ хăнасенчен пĕри.

Шупашкарти артистсен концертне курса кăна мар, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса та çĕр улми кунне паллă тума килнисен кăмăлĕ çĕкленчĕ. Çĕнтерÿçĕсем»Санары» агрофирмăн сумлă парнисене тивĕçрĕç. Сăмахран, Санарпуçри вăтам шкулта  нимĕç чĕлхине вĕрентекен Р. Гордеева çĕр улми тултарнă миххе хулпуççи çине хурса 28 хут  çĕкленĕшĕн тата алă вăйне виçессипе хĕрарăмсем хушшинче ăна çитекенни пулманшăн пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Маттур педагога пĕр пин тенкĕ тата пĕр михĕ çĕр улми парса хавхалантарчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика