14 июля 2003 г.
Чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе И.Я.Яковлев улăпла пысăк ĕç тунă. Акă, асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем И.Я.Яковлев Çĕрпелте уçнă шкулта тăван чĕлхене вĕренсе ăс-тăн илсе пурнăç çулĕ çине тухнă ялти тата республикăри ятлă-сумлă çынсем пулса тăнă. Иртнĕ çул çĕрпелсем ялта шкул уçăлни 140 çул тултарнине паллă турĕç. Вĕрентÿ ĕçне, 1895-1938 çулсенче Çĕрпелти чиркÿ пурнăçласа пынă. Архив докуменчĕсенчен çакă паллă: Çĕрпел ялĕнчи чиркÿре Павел Васильевич Макаревский пачăшкă нумай çул тимленĕ. Чиркÿ çуртне 1895 çулта Хусанти Тимофей Степанович Востротин купса хăй укçи-тенкипе çĕкленĕ. Унта священник тата псаломщик ĕçленĕ. Пĕр гектар ытла çĕр пулнă вĕсен. Чиркĕве, тĕпрен илсен, Çĕрпел тата Хурăнсур Çармăс ял çыннисем çÿренĕ. Хусан кĕпĕрнинчен протоиерей июлĕн 12-мĕшĕнче килсе чиркĕве Петрпа Павел апостолсен ячĕпе святить тунă. Питрава çĕрпелсемпе хурăнсурсем халĕ те чаплăн паллă тăваççĕ.
П.В.Макаревский пачăшкă мăшăрĕпе Агния Вонифатьевнăпа 11 ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем пурте ăслă-тăнлă çынсем пулса тăнă, 90 çулхи Калерия хĕрĕ халĕ те Шупашкарта пурăнать.
Хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕ çинче вĕсем пысăк сад çитĕнтернĕ, илемлĕ пĕве тунă. П.В.Макаревский платник-столяр,кăмака купалакан,хурт-хăмăр ăсти, сад ăсти пулнă.
Чиркÿ хупăннă хыççăн кунта клуб тата вулав çурчĕ йĕркеленĕ. Культура ĕçченĕсем пулса Василий Дубановпа Ксения Кочанова ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан вара тырă упрамалли склад тунă.
1953-54 çулсенче чиркÿ çуртĕнчен икĕ хутлă шкул туса хута янă. 1958 çулта 8-мĕш, 1959 çулта 9-мĕш, 1960 çулта 10-мĕш классем ĕçлеме тытăннă. 1961 çулта 10-мĕш классем ĕçлеме тытăннă. 1961 çулта вунă çул пĕтерни çинчен 16 çамрăк аттестатсем илнĕ. Вĕсем хушшинче Анатолий Козлов, Петр Кочанов, Нина Дубанова, Зоя Мышкина, Роза Федорова, Евдокия Мучкова, Елизавета Александрова, Иустиния Кузьмина, Николай Федоров, Венямин Чудиков, Зоя Андреева, Галина Андрианова, Нина Плеханова, Рая Фокина, Евгенй Никитин, Моисей Васильев пулнă.
Нумаях пулмасть мана Çĕрпелти вăтам шкултан 42 çул каялла вĕренсе тухнă Г.Кузьмина-Ведеевăпа курса калаçма тÿр килчĕ. 30 çул Хусан хулинче ача-пăча тухтăрĕ пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл ялта вăтам пĕлÿ илнисенчен пĕри.
Çĕнĕ шкул çуртне 1975 çулта хута янă. Кунта класс пÿлĕмĕсем пысăк та çутă. Физкультурăпа спорт, актовăй зал, столовăй пур, компьютер пÿлĕмĕнче ачасем ялан йышлă.
Çĕрпелти вăтам шкула Республикăри «Чăваш ен: ĕнер, паян, ыран» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннăшăн дипломпа чысланă.