Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем çинчи йĕркелĕхшĕн

14 июля 2003 г.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă тĕрлĕ операцисем тăтăшах ирттернин усси пысăк. Çакă водительсене те, çуран çÿрекенсене те çулсем çинче тимлĕрех, асăрхануллăрах пулма хăнăхтарать. Акă, май уйăхĕн 19-мĕшĕнчен июнĕн 8-мĕшчен район территорийĕнче «Асăрханăр - ачасем!» операци ирттертĕмĕр. Кăçал çулсем çинче пулнă инкексенчен пĕринче пĕр ача аманнă. Çак операци вăхăтĕнче шалти ĕçсен ытти органĕсемпе тата вĕрентÿ учрежденийĕсемпе пĕрле ачасене çулсем çинче тимлĕ пулма кирлине тепĕр хут асăрхаттарнă, çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ т. ыт. те. Июнĕн 1-20-мĕшсенче тепĕр операци - «Тĕрĕслев - çул-йĕр палли» - иртрĕ. Çак тапхăрта кирлĕ çул-йĕр паллисене тивĕçлĕ вырăнсенче вырнаçтарас, чукун çул урлă каçмалли вырăнсене хăтлăхпа тирпей кĕртес, ял-поселок чиккисене нормативпа килĕшÿллĕн палăртас тата ытти ыйтусемпе ытларах ĕçлерĕмĕр. Операци вăхăтĕнче 628 çул-йĕр паллине тĕрĕслерĕмĕр. Вĕсенчен 161-шне юсаса йĕркене кĕртмеллине палăртрăмăр. Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ П.Иванов ертсе пынипе ятарлă комиссире ДРСУ, ДЭУ тата «Вурнарыдорстрой» акционер обществин представителĕсем пĕлтернине итлесе сÿтсе явнă. «Челнок» операци те ăнăçлă иртрĕ. Вăл май уйăхĕн 26-мĕшĕнчен июнĕн 9-мĕшчен пычĕ. Çак тапхăрта 65 автобуса тĕрĕслерĕмĕр, водительсем çул-йĕр правилисене пăснă 14 тĕслĕхе палăртрăмăр. Ку кăна мар, виçĕ автобуса палăртнă вăхăтра патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларманни те паллă пулчĕ. Айăплисене пурне те административлă йĕркепе явап тыттарнă. Çакна пĕлтересшĕн: ГИБДД уйрăмĕнче «вĕри лини» йĕркеленĕ. Эпир граждансене 2-12-41 телефонпа пирĕн пата шăнкăравлама, автобус водителĕсем çул çÿремелли правилăсене пăснă тĕслĕхсем тата вĕсен саккуна хирĕçле ĕçĕсем пирки пĕлтерме ыйтатпăр. ГИБДД уйрăмĕ çавнашкал водительсем тĕлĕшпе питĕ çирĕп мерăсем - вĕсене транспорт хатĕрĕсемпе çÿреме чарасси таранах - йышăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика