Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсен уявĕ

19 сентября 2007 г.

Нацисен кросне чăнахах çапла калама пулать. Раççейĕн пур субъектĕнче те тенĕ пек старт илет вăл, чупăва çулсерен спорт тусĕсене ытларах та ытларах явăçтарать.

Пирĕн район чупуçисем – нацисен кросĕн чи активлă хутшăнуçисем. Кăçал та старта 150 спортсмен тухнă, вăл шутран – Аçăмçырминчи, Ярмушкари, Калининăри, Вăрнарти 2-мĕш вăтам тата спорт шкулĕсен вĕренекенĕсем, Вăрнарти Павловсен, Федоровсен, Политовсен6 Мăньял Хапăсри Тикиневсен çемйисем, сывă пурнăç йĕркин ытти тусĕсем.

Тÿрех савăнтарам: вăрнарсем кăçал та çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ. ВИРчупура акă район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов иккĕмĕш вырăн йышăннă. 6 километрлă дистанцие Хурăнсур Çармăс хĕрачи Екатерина Горбунова пĕрремĕш вĕçленĕ. Ку чупура Хăмăшри марина Гордеева иккĕмĕш пулнă. Вăрнар енĕн маттур хĕрĕсем, тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерÿçисем (иккĕшĕ те олимп рзервисен училищинче вĕренеççĕ) мускав хулинче сентябрĕн 23-мĕшĕнче иртекен Гран-прие хутшăнма тивĕçнĕ.

Аçăмçырминчи вăтам шкулта вĕренекен Таня Ефимова виççĕмĕш, Калининăри Андрей Николаев пиллĕкмĕш пулнă.

Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесемпе, кубоксемпе чысланă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика