Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурăнсурсем хĕле хатĕрленеççĕ

10 июля 2003 г.

Çанталăк çыннине самаях чăрмавсем крет. Çумăр час-часах çунине пула хăшпĕр хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси вăрах пырать. «Хорнзор» ялхуçалăх предприятийĕнче вара çак условисенчех утă типĕтме те ĕлкĕреççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксем кунта 120 гектар ытла йышăнаççĕ. Унсăр пуçне обществăлла выльăх-чĕрлĕхе уя илсе тухса тăрантарма ятарлă лаптăксем уйăрнă. Люцернăпа клевер курăкĕсене типĕтсе урана хывнă çĕрте ятарлă бригада ĕçлет, куллен аллă çынна яхăн тăрмашать. Çумăр çуса иртсе хĕвел тухсанах çулнă курăка тавăраççĕ, купана хываççĕ. Çапла майпа виçĕ уйра утă урисем çĕклене-çĕклене ларнă. - Нÿрĕк тата ăшă çителĕклĕ пулнăран люцерна парка ÿсет. Иккĕмĕш хут çулнинчен сенаж хатĕрлетпĕр. Выльăхсене хĕллехи тапхăрта çитерме кирлĕ чухлĕ апат пулать. Тулăх тăрантарнăранах иртнĕ çулта ĕнесем сĕт аван антарчĕç. Хальхи вăхăтра та кашни ĕне пуçне талăкра 17-18 килограм сĕт сăватпăр,- каласа парать хуçалăх ертÿçи Федор Кузьмин. Иртнĕ çулта хурăнсурсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем хатĕрлес енĕпе районта малтисен ретĕнче пулчĕç. Кăçал вара çур çулхи кăтартусем тăрăх пĕрремĕш вырăнта. Ку ĕнтĕ пĕтĕмпех выльăхсене апатпа туллин тивĕçтернинчен килет. Ку ĕçсене хуçалăх ертÿçисĕр пуçне Зоя Максимова тĕп специалист йĕркелесе пырать. Пахалăхлă сĕте ытларах сутса хуçалăх кассине нумайрах укçа-тенкĕ пырса кĕтĕр тесе тимлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика