Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вице-премьер сехет парнеленĕ

10 июля 2003 г.

Çак кунсенче Шупашкарта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте малта пыракансен республикăри канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта пирĕн районтан «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Валерий Тарасов хутшăннă. Канашлура чи нумай продукци илнĕ 26 çынна республика правительствин вице-премьерĕ, ЧР Ялхуçалăх министрĕ М.Игнатьев алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Валерий Константинович та çак хисепе тивĕçлĕ пулнă. Канашлу хыççăн унта хутшăннисем заливра, анне-управçă палăкĕ патĕнче пулнă, Шупашкар хула сĕт заводне, «Атлашевский» ялхуçалăх производство кооперативне çитсе килнĕ. Халĕ çĕрпелсем кашни ĕнерен куллен пĕр пăт ытла сĕт сăваççĕ. Валерий Тарасовăн кăтартăвĕ çакăнта чылай пысăкрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика