Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агроном, апла – поэт...

12 сентября 2007 г.

«Паянччен эп çак япалана никама та кăтартман»,- терĕ те хуçи, пÿрне хулăнăш тетраде асăрханса, хумханса, управлăн уçкаларăм. Пачах кĕтмен çĕртен вунтăххăрмĕш ĕмĕрти Алексей Кольцовăн кĕвĕллĕ сăввисем пуçа хирĕнчĕç - «Ан хумхан, ыраш», «Сухаçă юрри», «Утă çулаканĕ»... Ял пурнăçĕ, хресчен ĕç-хĕлĕн пархатарĕ, тăван çутçанталăкăн ырлăхĕ-сăвапĕ... Çак тĕнчере, çак çĕр çинче, çак пурнăçра çутçанталăкăн улшăнман саккунĕсемпе пулăмĕсем пур. Нумай япала çыхăнуллă. Акă, Ал.Кольцовпа «Ял поэчĕ» тенисенчен тепри, çирĕммĕш ĕмĕрти Сергей Есенин сыпăнать. «Эп – ялăн юлашки поэчĕ...» Юлашки мар çав! Калас-тăк, чăвашсем – Алексей Воробьевпа Александр Ильин çырнисем çирĕм пĕрремĕш ĕмĕре каçса тухрĕç. Мĕншĕн-ха маларах вĕсен ячĕсене асăнатăп; Мĕншĕн тесен вĕсем чун хавалĕпе, хăйсен кунçулне пехилленĕ ĕçĕ-хĕлĕпе - çĕртен, пуринчен ытла - çĕр çыннисем, агрономсем. Геннадий Краснов та – агроном. Сăввисемпе вăл шкул саккинченех асапланнă. Агроном - çырнисене çына кăтартмасан та поэт...

Ген.Краснов – хăй кунçулĕпе тăван çĕрĕ-шывĕн поэчĕ. 1948 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче Шăхальте çуралнă. Калининăри вăтам шкула пĕтерсен Канашри автомотоклубра шофера тухнă, тепĕр пилĕк çул Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе агроном дипломне туяннă, вара тăршшĕпех агрономра ĕçленĕ. Республика шайĕнчи тĕреклĕ хуçалăха – «Правда» колхоза тĕп тунăшăн кулянать.

Мана унăн хулăн тепĕр тетрадĕнчи повĕçĕсем килĕшрĕç. Исак Федорович Кошкина халалланисене, пĕр виççĕшне (документ-çке-ха, чăн пурнăç), вăл çуралнăранпа (çитес çулхи июнĕн 11-мĕшĕ) 90 çул çитнĕ тĕле кĕнекелесе кăларсан аван пулмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика