Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарти издательство çурчĕ – виççĕмĕш вырăнта

01 сентября 2007 г.

Чăваш Республикинчи промышленноçпа энергетика организацийĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетессипе тимлекен Ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕнче 51 промышленноç предприятийĕн ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Вĕсен ĕçне-хĕлне социаллă пурнăçпа экономикăн 15 енĕпе хакланă. Рейтинга палăртнă чухне производство индексне, пурнăçланă ĕçĕн тата тивĕçтерĕвĕн, тавар вырнаçтарăвĕн пĕр уйăхри вăтам калăпăшне, ĕç укçин уйăхри вăтам виçине, тупăш шайне т.ыт.те шута илнĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи экономика ăмăртăвĕнче мала тухнисене, предприятире ĕçлекенсене шута илсе, 5 ушкăн тăрăх палăртнă.

Пĕлтерме кăмăллă: экономика ăмăртăвĕн пиллĕкмĕш ушкăнĕнче – унта 100 çын таран ĕçлекен предприятисем кĕреççĕ – «Вăрнарти издательство çурчĕ» патшалăх унитарлă предприятийĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Экономика ăмăртăвĕнче палăрнисене мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантараççĕ - çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Дипломĕсемпе чыслаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика