Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика чысне хÿтĕленĕ

01 сентября 2007 г.

Пирĕн районти полиатлонистсем республикăра чи маттуррисем пулнине чылай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Юлашки çулсенче вĕсем çĕнтерĕве Раççей шайĕнче пĕрре мар туптарĕç, уйрăм спортсменсем республикăн пĕрлештернĕ команди йышне кĕчĕç.

Акă, августăн 22-26-мĕшĕсенче Калугăра полиатлон енĕпе (çуллахи пилĕк енлĕ тупăшусем) иртнĕ Раççей первенствипе чемпионатĕнче республика чысне виççĕн тан: Кушар Юнтапари Владислав Перепелкин, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова тата район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов хÿтĕленĕ. Командăри тăваттăмĕш çын – Красноармейски салинчи Петр Григорьев.

Хĕрарăм хушшинче, 24-39 çулхисен ушкăнĕнче, Галя Павлова 372 очко пуçтарса 7-мĕш вырăна тухнă. Шел, спорт мастерĕн нормативне тултарма унăн виçĕ очкă кăна çитеймен. Тупăшусем чăнахах çăмăл мар: 100 тата 2000 метр чупнă, пневматикăллă винтовкăран пенĕ, граната ывăтнă, ишнĕ. Пысăк ăсталăха кура спортсменка сентябрĕн 6-10-мĕшĕсенче Рязань хулинче иртекен иртекен Раççей финалне кайма путевкăна тивĕçнĕ.

Çирĕм командăран ветерансем хушшинче арçынсем те япăх мар результатсем кăтартнă. 40-49 çулхисен ушкăнĕнче Владимир Перепелкин виççĕмĕш пулнă, Сергей Политов – тăваттăмĕш.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика