04 июля 2003 г.
Вăрнар тăрăхĕ юрă-ташă ăстисемпе пуян. Кашни уяврах районти культура çуртĕнче, ялсенчи культура учрежденийĕсенче концертпа савăнтараççĕ. Акатуйĕнче, вырăс хĕлне ăсатнă чухне курма пынисем артистсемпе пĕрле юрлаççĕ, ташлаççĕ. Поселокри концертсене районти культура çуртĕнчи, ачасен ÿнер шкулĕнчи, ача сачĕсенчи, иккĕмĕш вăтам шкулти пултарулăх ушкăнĕсем активлă хутшăнаççĕ. Вĕсемпе пĕрле «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществинчи юрă-ташă ăстисем те кашни уяврах сцена çине тухаççĕ.
- Эпир виççĕн ĕçлетпĕр,- каласа парать хутăш препаратсен завочĕн «Химик» культура çурчĕн директорĕ Борис Иванович Кириллов. -Мансăр пуçне Игорь Савин илемлĕх ертÿçи тата Ирина Куркина хореограф вăй хураççĕ коллективра.
Çапла, йыш пысăк мар. Анчах та ăнăçу мĕн чухлĕ çын пулнинчен мар, кашниех шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлассишĕн çине тăрса тăрăшнинчен килет. Культура çуртĕнче вара шăпах çавăн пек çынсем вăй хураççĕ. Кашни уйăхрах мĕнле те пулин мероприяти иртет кунта. Январьте, акă, залра пĕчĕккисене савăнма Çĕнĕ çул елки вырнаçтарнă, ачасем валли дискотека ирттернĕ. Çак уйăхрах кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли юмахсен фестивальне ирттернĕ. Унта, тĕпрен илсен, иккĕмĕш вăтам шкул пĕлÿ илекенсем хутшăннă. Хутăш препаратсен завочĕ иккĕмĕш вăтам шкула шефа илнĕ.Кăçал шкулта виççĕмĕш класран вĕренсе тухнисем валли «Сывă пул, пуçламăш шкул» уяв ирттернĕ. Пĕрремĕш, юлашки шăнкăрав янăранă чухне аппаратурăпа тивĕçтереççĕ, ытти майсемпе пулăшаççĕ.
Уйрăмах февраль уйăхĕнче мероприятисем нумай пулнă. Хутăш препаратсен завочĕн илемлĕ пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем Вăрнар районĕн Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ кунне хутшăннă, районти ытти пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле хулари «Химик» культура керменĕнче пысăк концерт кăтартнă. Çĕнĕ-шупашкарсене Наташа Мещанова, Лариса Никитина, хор юрлани кăмăла кайнă, чылайччен алă çупса тав тунă.Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Борис Кириллов Вăрнарта пурăнакан пограничниксене пуçтарнă, ялхуçалăх техникумне кайса кунта вĕренекенсене концерт кăтартнă. Концерта Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, саппасри пограничниксен районти «Щит Родины» обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Антонович Михайлов та хутшăннă. Калас пулать, саппасри пограничниксем çакăн пек пĕрле пухăнса концертпа тухса çÿресси йăлана кĕрсе пырать. Вĕсем ялхуçалăх техникумĕнче пĕлтĕр те концертпа пулнă. Техникума кайса килнĕ хыççăн тепĕр кунне актовăй залра «Эй-хей, йĕкĕтсем» конкурс иртнĕ. 18-мĕш пушар чаçĕн тата завод управленийĕн командисем ăмăртнă. Штанга сÿтсе кустарнă, мечĕкпе эстафета чупнă, ытти тупăшусем те пулнă. Конкурсра завод управленийĕн команди маттур пулнă. тупăшусем никам те çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ.
Март уйăхĕнче заводри илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе районти культура çуртĕнче кăтартнă концерта хутшăннă, тепĕр кунне хăйсем патĕнче пысăк концертпа савăнтарнă. Çак уйăхра хутăш препаратсен заводне чăваш патшалăх драма театрĕ «Яшши те юратать, ватти те» камитпе килсе кайнă. Куракансене зала тÿлевсĕрех кĕртнĕ. Укçине завод тÿленĕ. Кашни уйăхрах икĕ-виçĕ хутчен рабочисене Шупашкара концерт-спектакль курма илсе каяççĕ.
Апрельте хаваслисемпе тавçăруллисен конкурсĕ иртнĕ. Завод управленийĕпе иккĕмĕш вăтам шкул командисем тупăшнă. Никама та кÿрентерес мар тесе жюри йышне учительсене те кĕртнĕ. Куракансем питĕ нумай пухăннă, вĕсем вылякансене тĕрлĕ майпа хавхалантарма тăрăшнă. Тупăшу аслăраххисем çĕнтернипе вĕçленнĕ.
Май пуçламăшĕнче, ĕçпе çуркунне уявĕнче, районта çемье династийĕсене чысларĕç. Çак уява хутăш препаратсен заводĕнчи юрă-ташă ăстисем те хутшăннă.Çак уйăхрах Йĕпреçе концертпа кайса килнĕ. Майăн 31-мĕшĕнче вара Химиксен кунĕнче «Химик» стадионра пысăк концерт кăтартнă. Июнĕн 7-мĕшĕнче ĕçпе юрă уявĕнче - Акатуйĕнче пĕтĕм район халăхне хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Виçĕ сцени çинче те хутăш препаратсен завочĕн представителĕсем пулнă.
«Химик» культура çуртĕнче çемьесене ушкăнпа чысласси йăлана кĕрсе пырать. Çапла кăçал юратакансен кунне халалласа «Юратăва хакламалла» шоу-программа ирттернĕ. Унта Галинăпа Анатолий Троицкийсем, Зойăпа Виталий Гавриловсем, Валентинăпа Николай Алексеевсем, Кларăпа Сергей Яковлевсем тата Оксана Старовойтпа Денис Данилин хутшăннă. Чăн та, Оксана Старовойтпа Денис Данилин ун чухне пĕрлешмен пулнă-ха. Анчах та пĕр-пĕрне юратакан икĕ çамрăк пĕр çемье чăмăртанма хатĕрленнине шута илсе вĕсене те шоу-конкурса хутшăнтарнă. Оксанăпа Денисăн туйĕ Мартăн 1-мĕшĕнче пулнă. Шоу- программăра мăшăрсем юрланă, ташланă, хаçатри саспаллисене касса кăларса «Юратăва хакламалла» сăмахсем пухнă, ытти тупăшусенче вăй виçнĕ. Тупăшăва хутшăнакан мăшăрсем тутлă апат пĕçерме пултарнине те хак панă жюри. Никама та кÿрентерес темен, пилĕк мăшăрне те простынь таврашĕ парса хавхалантарнă.Оксанăпа Дениса вара çакăнсăр пуçне фотоальбомпа чысланă.
Май уйăхĕнче предприяти столовăйĕнче тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекен ветерансене чысланă. Çак уява илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ те хутшăннă, концерт кăтартнă.
Майăн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, хими заводĕнче ĕçлекенсенчен Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене чысласси йăлана кĕнĕ йĕркепе пулса пырать. Ветерансем завод управленийĕн çуртне пухăнаççĕ. Юнлă вăрçă хирĕсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса пуçне хунисен ячĕсене çырнă мемориал хăми умне çуртасем çутаççĕ, пĕр минут шăп тăраççĕ. Управлени çурчĕ умĕнче пурте пĕрле сăн ÿкерттернĕ хыççăн завод столовăйне çул тытаççĕ. Кунта вĕсене вĕри апат çитереççĕ, парнесем, чĕрĕ чечексем параççĕ. Енчен те ветерансенчен кам та пулин сывлăхĕ хавшанипе килеймесен ун патне килне каяççĕ, уяв ячĕпе саламласа парне, чĕрĕ чечексем параççĕ. Çак мероприятие ирттернĕ çĕре культура çуртĕнче ĕçлекенсем активлă хутшăнаççĕ.
Тĕрлĕрен мероприятисене хатĕрлесе ирттернипех çырлахмаççĕ культура çуртĕнче ĕçлекенсем. Предприяти территорине тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте те активлă вĕсем. Кăçал хутăш препаратсен завочĕ «Химик» стадионта 500 çын вырнаçмаллăх трибуна хăпартса лартнă. Ăна тунă çĕрте культура çуртĕнче ĕçлекенсем те тăрăшуллă пулнă.
Маларах каланăччĕ ĕнтĕ, культура çуртĕнче виçĕ çын кăна ĕçлет. Çÿлерех асăннă мероприятисенчен куратпăр ĕнтĕ, вĕсем хăйсен тивĕçне тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Игорь Савин эстрада ушкăнне ертсе пырать. Унта ытларах иккĕмĕш шкулта вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Ирина Куркина вара хальхи вăхăтра ташă ушкăнĕсемпе ĕçлет. Иккĕ вĕсем - кĕçĕннисене тата аслăрах çултисене пĕрлештерекен ушкăнсем. Куракансем ку ушкăнсене ăшшăн йышăнаççĕ, пĕчĕккисен «Буратино», «восточный», аслăраххисен «бабушки-старушки» ташшисем хыççăн чылайччен алă çупаççĕ.
Культура учрежденийĕн ĕçне кирлĕ шайра тытса пырассишĕн завод управленийĕ нумай тăрăшать. Хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.В. Свешников та çак ыйтăва куçран вĕçертмен. Тĕрлĕрен аппаратурăна, музыка инструменчĕсене, сцена çине тухмалла костюмсене çĕнетсех тăраççĕ. Тĕрлĕрен мероприятисене ирттерме укçа кирлĕ чухлĕж уйăрса параççĕ. Вăл вара ку мероприятисене хутшăнакансем валли призсем, парнесем туянма кашнинчех темиçе пин тенкĕрен кая мар пĕтет. Концертпа тухса çÿреме транспортпа тивĕçтереççĕ.
Çулталăкри пысăк уявсем хыçа тăрса юлчĕç. Анчах та çакă хутăш препаратсен завочĕн «Химик» культура çуртĕнче ĕçлекенсен лăпланса ларма вăхăт çитнине пĕлтермест. Çулталăкĕпех канăçа пĕлмеççĕ Пĕсем. Умра çĕнĕ ĕмĕтсем, çĕнĕ мероприятисем. Ăнăçу сунар вĕсене. Куракансене хăйсен пултарулăхĕпе, çĕнĕ юрă-ташăпа татах савăнтарччăр. Культура ĕçченĕсем хастар чухне пирĕн пурнăç та илемлĕрех, пуянрах пулать.