Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвăл сăтăр туса кайрĕ

09 июля 2007 г.

Иртнё Вырсарникун, июнён 30-мёшёнче, каçхине çичĕ сехет тĕлнелле, район çийĕн кĕрлесе иртнĕ çил-тăвăл пысăк сăтăр туса хăварчĕ.

Вăрнар вăрманĕ çийĕн икĕ çĕрте çĕкленнĕ çавра çил пĕрлешсе поселок еннелле вирхĕннĕ. Вăйлă юхăм Дачнăй урам çывăхĕнчи хырсене йăвантарса хăварнă, хутăш препаратсен завочĕн территорийĕ урлă Горький тата Николаев урамĕсенче алхаснă. Спорт комплексĕ çывăхĕнче ÿснĕ икĕ чăрăш тăпăлса ÿкнипе электропередача линине юрăхсăра кăларнă. Вăрнар–Вăрманкас çулăн сылтăм енче хурăнсемпе çăкасене тÿнтернĕ хыççăн тăвăл Инженернăй, Яковлев, Запруднăй урамсенчи хăшпĕр çуртсен тăррисене вĕçтерсе кайнă. Пĕрисен çивиттине пĕвене антарнă, кирпĕчрен купаланă фронтонсем ишĕле-ишĕле аннă, теприн «Жигулине» темиçе метра çĕклесе лартнă... Тăвăл çавăн пекех Кивьял Хапăсра та хăрушă йĕр хăварнă. Пĕрисем пÿрт çивиттине халĕ те шыраса тупайман. Кăмаш шкулĕн тăрри арканнă, чÿрече кантăкĕсем çĕмрĕлнĕ. «Знамя» кооператив çурчĕсем те сиен курнă.

Çил-тăвăл вăхăтĕнче Пăртас, Вăрманкас, Мăньял Хапăс тата ытти ялсем çине пĕлĕтрен чышкăран пысăк пăр тăкăннă, шифера шăтарса-аркатса пĕтернĕ. Мăньял Хапăсра, акă, пĕри вунă сантиметр тăршшĕ пăр катăкне тупнă.

Район пуçлăхĕн хушăвĕпе ятарлă комисси туса хунă. Вăл вырсарникунхи çил-тăвăл 25 миллиона яхăн тенкĕлĕх сăтăр кÿнине палăртнă. Инкек тÿснисене пулăшма тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Шĕкĕр Турра, тăвăл вăхăтĕнче çын вилнĕ тĕслĕхсем пулман. Чăн та, васкавлă пулăшу машинине темиçе çĕре чĕнсе илнĕ. Сăмахран, Кивьял Хапăсра пĕр кинемей кантăк ванчăкĕсене пула суранланнă, ăна медицина пулăшăвĕ панă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика