26 июня 2003 г.
Тÿрех калас пулать, вăрçă вăхăтĕнчи ачалăх темле йывăр пулсан та телейлĕ пурнăç пурăнса ирттернĕ эпир. Яла пĕр вăхăтри тантăшсем 53-ĕн ÿссе çитĕнтĕмĕр. Каччисем пурте салатака юрăхлă пултăмăр, хĕрĕсем те ÿссе çитсе качча тухса çемьеленнĕ, ача-пăча ÿстернĕ. Ача чухне пылак апат-çимĕçне курма мар çителĕклĕ çăкăр-тăварĕ те лекмен-çке пире. Апла пулсан, мĕнле-ха сывлăхлă ÿссе çитĕнме пултарнă; - тĕлĕнме пултарать вулаканăм. Пытармасăрах калатăп, йывăр вăрçă çулĕсене пăхмасăрах пурин те пурăнас килнĕ, хăвăртрах ура çине тăрас шухăшпа пурăннă.
Ачаранах ĕçе хăнăхтарнă пире, тÿрĕ кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Кам ĕненĕ-ха, эпĕ 9 çултан лаша кÿлсе уя тислĕк турттарнине. Хальхи ачасем ĕçлеме мар, йĕркеллĕ вăйăсем те пĕлмеççĕ. Хĕл кунĕсенче те, сăмахран, урамра йĕлтĕрпе, çунашкапа тăвайккинчен ярăнакансем сахал. Хам астăвасса Çăварни кунĕнче кам иртерех тăрса салакайăк (çерçи) урине хуçма тесе çунашкапа ярăнма васкаттăмăр. Хапăс шкулĕнчи тăрăшуллă физкультура учительне Эрик Кузьмич Кузнецова кам астумасть пулĕ; Епле пысăк психолог пулнă вăл, выçăллă-тутăллă ÿсекен ăрушăн физкультурăпа спорт хакĕ мĕнлине ăнланнă, физкультура урокĕсене яланах тухăçлă ирттерме тăрăшатчĕ. Хамăр вăхăтра ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене аслисем хушшинче курман эпир. Халĕ вара чĕчĕ ĕмкĕчне пăрахма ĕçлкĕреççĕ Те тÿрех эрех-сăра кĕленчипе наркотиксем çине куçаççĕ. Юрату туйăмне ăнланмасăрах 13-15 çултах арлă-арăмлă пурнăçа куçаççĕ. Халь ÿсекенĕн ашшĕ-амăшĕсем ачисемшĕн мĕн чухлĕ куççуль тăкмаççĕ пуль. Пĕринчен вата-вата ĕçкĕшĕн укçа туртса илет, теприсен хулиганла е вăрă ĕçĕпе тĕрмене лекет. Пирĕн вăхăтра атте-аннене хирĕç калаçма сăлтавĕ те, шухăшĕ те пулман, мĕншĕн тесен атте-анне Турă вырăнĕнчех пулнă. Пирĕн вăхăтри ăру тăвана, аслисене хисепленĕ, Çĕршыва чун-чĕререн юратнă, çавăнпа та вăрçăн йывăр кунĕсене пăхмасăрах çĕршыв умĕнче вырăнлăçын пулассишĕн ачаранах вăй хунă. Манăн тантăшсем хушшинче офицерсем, врачсем, учительсем тата халăха кирлĕ тĕрлĕ специалистсем ÿссе çитĕнсе Çĕршыва юрăхлă пулнăшăн савăнатăп.