Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канаççĕ те, ĕçлеççĕ те

26 июня 2003 г.

Каникул вăхăчĕ ачасене уйрăмах асăрхануллă, тимлĕ пулма ыйтать. Шăпах çу кунĕсенче çул çитмен çамрăксем хушшинче преступленилле ĕçсем тăвасси палăрмаллах ÿсет. Яра куна ĕçсĕр çапкаланса çÿрени те тÿрĕ çултан пăрать. Çакна шута илсе вĕренÿ учрежденийĕсенче çулсерен лагерьсем ĕçлеттерни ачасен канăвне усăллă ирттерме май парать. Кăçал Хапăсра, Аçăмçырминче, Малти Ишекре, Кульцавра, Кÿстÿмĕрте тата чылайăшĕнче шкул çумĕнчи, Мăн Явăшра сывлăха çирĕплетмелли, Пăртасра, Вăрман Кипекре, Ярмушкара, Кĕçĕн Кипекре, Уравăшра, Туçи Çамăсра спортпа сывлăха çирĕплетмелли, Вăрманкаспа Шĕнер Ишекре лесничествăсем, Калининăра тата Çĕрпелте ĕçпе кану, Кăмашра экологипе краеведени лагерĕсем - пурĕ 22 - йĕркеленĕ. Вĕсене сахал тупăшлă, тулли мар, йышлă çемьесенчи, шалти ĕçсен районти пайĕнче учетра тăракан, тăлăх, инвалид ачасем çÿреççĕ. Ĕçпе кану лагерĕсенче воспитательсем чи малтанах воспитани тата саккуна пăсас çул çине тăрассинчен асăрхаттарас енĕпе пурнăçлакан прфилактика ĕçĕсене тĕп вырăна хурса тăрăшаççĕ. Ку çулхине ачасен çуллахи ĕçпе канăвне йĕркелеме район бюджетĕнчен 190 пин те 980 тенкĕ, социаллă страховани фодĕнчен 117 пин те 600 тенкĕ уйăрнă. Вĕренекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Кашни лагерьти кун йĕрки тĕрлĕрен. Сăмахран, шĕнеришексем тăван тавралăха, çутçанталăка упрассине мала хураççĕ. Палăртнă тăрăх ĕç нумай вĕсен - йывăçсем лартмалла, эмел курăкĕсем, йывăç вăррисем, хыр йĕкеллисем пуçтармалла, çăлкуçсене, пĕчĕк пĕвесене тасатса йĕркене кĕртмелле тата ытти те. Ку кăна мар, сывлăха çирĕплетессипе, тавракурăма аталантарассипе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Туçи Çармăсра вара планпа ытларах спорт вăййисене кĕртнĕ. Шăпах вĕсем вĕренекенсене çаврăнăçуллă, тÿсĕмлĕ, вăйлă, хăюллă пулма хăнăхтараççĕ. Ытти лагерьсенче те ачасен тунсăхлама вăхăт çук - кашни кунах интереслĕ, кăсăклă конкурссем, викторинăсем, спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Кăçал лагерьсен пурнăçне ырă улшăнусем кĕртни вĕренекенсен вăхăтне сывлăхшăн, ăс-хакăлшăн усăллă ирттерме пулăшать. Лагерьсем хушшинчи туслă çыхăну та - лайăх тĕслĕх. Канакансем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ, тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшаççĕ, вăй виçеççĕ. Çавăн пекех кăçал районти чи лайăх вожатăйа, лагере, хушма хуçалăха, ĕç бригадине палăртма йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем республикăра иртекен конкурса хутшăнма тивĕç пулаççĕ. Ĕçпе кану лагерĕсенче смена вĕçленесси нумай юлмарĕ. Çак вăхăтра ачасем ĕçлеме те, канма та ĕлкĕреççĕ. Шкулăн хушма хуçалăхĕсенче хĕл каçмалăх пахчаçимĕç туса илеççĕ, хăйсем пурăнакан вырăнта тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика