19 июня 2003 г.
“Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл - халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ... Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе, тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар”, çырнă И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче. Çапла, туслă, çирĕп çемье темĕнле йывăрлăхсене те парăнтарать. Тĕслĕх вырăнне Кив Мĕлĕш ялĕнчи Степановсен çемйи çинчен каласа парас килет. Зоя Степановнапа Николай Иванович 1964-мĕш çулта мăшăрланнă. 40 çула яхăн пĕр пĕрне юратса, ăнланса пурăнаççĕ. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Асли, Владислав, шалти ĕçсен районти пайĕнче уголовлă шырав уйрăмĕнче аслă оперуполномоченнăй пулса вăй хурать. Кĕçĕнни те, Александр, çак çулпах кайнă. Вăл Шупашкарта ОМОН сотрудникĕнче тăрăшать, рота командирĕ. “Вĕри точкăсенче” çичĕ-сакăр хутчен пулма тÿр килнĕ ăна. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн” Степановсен кĕçĕн ывăлне темиçе те тав тунă, паттăрлăх кăтартнăшăн медальсемпе, паллă знаксемпе наградăланă.
Ырă çынсем вĕсем, Степановсем. Ку çемье çинчен ялта хисеплесе калаçнине кăна илтме пулать. Николай Иванович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра – малтан платниксен бригадинче, унтан выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçре – вăй хунă. Зоя Степановна 1964 çулта Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ялта выльăх тухтăрĕнче ĕçлеме тытăннă. Пĕр канăçсăр кунĕпех фермăра тăрăшнă, чирлĕ выльăх-чĕрлĕхе сыватнă. Çĕрле куç хупман каçсем те пулнă – кĕç фермăран чупса килне, е ял халăхĕ пулăшу ыйтма пынă. Пурин те патне ĕлкĕрнĕ тăрăшуллă тухтăр.
-Фермăри выльăхсем чирленĕ вăхăтра çиелти тумтире хывмасăрах çывăраттăм. Кăшт сас пулсанах шарт! сиксе вăранаттăм. Пĕррехинче çапла ир енне шакканă сасăпа вăранса урама чупса тухрăм. Пăхатăп – никам та çук. Каялла кĕрсе выртрăм. Каллех шаккаççĕ! Татах тухрăм – пĕр çын та курăнмасть. Ухмаха тухатăп-ши, тетĕп. Пăхкаласа тăратăп çапла. Сасартăк асăрхасах кайрăм: хапха тăррине курак ларнă та таккать те таккать сăмсипе. Сасăпах кулса ятăм, - аса илет ветеринар.
Халĕ ĕçлекен выльăх тухтăрĕ юнашар ялта пурăннă пирки ял халăхĕ тăтăшах Зоя Степановнаран пулăшу ыйтать. Камăн ĕни пăрулаймасăр асапланать, камăн выльăх-чĕрлĕхĕ чирлесе ÿкет – пурте ун патне васкаççĕ. Чĕннĕ çĕре хыпалансах тухса утать хисеплĕ тухтăр. Выльăхсене чăннипех юратать вăл, çавăнпа ÿркенсе тăмасть. “Çăмăлах мар ĕç сывлăха вăхăтсăр хавшатрĕ пулин те çак çула суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕп”, - хушса хурать Зоя Степановна.
Манăн ял çыннисем ячĕпе Степановсене малашне те уçă кăмăллă пулма ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал, пысăк хавхалану сунас килет. Çакнашкал çемьесем ытларах пулсан, патшалăх та тĕреклĕрех пулĕ.