09 июня 2003 г.
Тăшмансем пирĕн çине тапăнсан кашни çемьеренех вăрçа тухса кайнă. Хăшĕсем каялла çĕнтерĕпе таврăннă, теприсем вăрçăхтрĕнчех выртса юлнă, паттăррăн çапăçспа пуçĕсене хунă. Паттăрсене яланах асра тытас, çамрăк ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас тĕллевпе районти ветерансен канашĕнче «Мухтав пÿлĕмĕ» йĕркеленĕ. Стенасем çине стендсем туса çакнă. Ырă ĕçе пуçараканĕ - Петр Иванович Краснов таврпĕлÿçĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
Стендсем çине вăл хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ вăрçă паттăрĕсем çинчен çырнине, геройсен сăнÿкерчĕкĕсене, вăрçă участникĕсене, ветерансене, тыл ĕçченĕсене паракан çăмăллăхсем çинчен ăнлантарса панине кĕртнĕ.