09 июня 2003 г.
Хуçалăхсен ертÿçисем уйсене пăхса çаврăнса кашнин ĕçне хак пачĕç.
Районти пур хуçалăхра та, пĕр вăхăтра мар пулин те, çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан акăнман-лартман лаптăксем тăрса юлман. Юнкун ятарлă комисси çурхи культурăсем епле шăтса тухнине тĕрĕслеме, пурнăçланă ĕçсен пахалăхне палăртма хуçалăхсен уйĕсенче пулчĕ. тĕрĕслеве район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ А.Ильин, тĕп агрономĕ З.Палитова, хуçалăхсен пуçлăхĕсем, агрономсем хутшăнчĕç. Ĕçлĕ куна «Гвардеец» ялхуçалăх кооперативĕнче вĕçлерĕç.
Чылай çĕрте çуракине пысăк пахалăхпа пурнăçланине, пысăк тухăç паракан сортсене акса-лартса хăварнине палăртрĕç. Ялхуçалăх культурисен чирĕсемпе, çумкурăкпа кĕрешме пуçăннă ĕнтĕ. Ку енĕпе уйрăмах «Янгорчино», «Хорнзор», «Победа», «Гвардеец», «Искра», аш-какай комбиначĕн хушма тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче лайăх ĕçлеççĕ. Калчасене кам иртерех акма тухнă, çавсен çăра, парка шăтса тухнă - вĕсенчен пысăк тухăç илес шанчăк пур. Каярах акнисем халлăхе вăй илсе çитереймен-ха - вĕсем начартарах курăнаççĕ. «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ П.Кочанов хуçалăхсенче нумайăшĕнче удобренипе усă курманнине палăртрĕ. «Культурăсене удобрени йĕркеллĕ парса хăварсмасан, апатлантармасан вĕсем айăпланаççĕ», - терĕ вăл.
- Малтанхи çулсемпе танлаштарсан чылай çĕрте тăрăшса ĕçлени курăнать. Вăхăтра акса хăварманнин сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Пĕрисен укçа-тенкĕ енчен лару-тăру япăхрах, вăрлăх çитмен, механизаторсем çук, - терĕ «Хорнзор» хуçалăх ертÿçи Ф.Кузьмин. - Пирĕн пĕр-пĕринпе канашламалли, вĕренмелли нумай. Тăрăшса ĕçлесен, халăха пĕлсе ĕçлеттерсен йывăрлăхран тухма пулать. Çĕре аптлантарма вара укçа-тенкĕ шеллемелле мар.
Чăнах та, ĕççи вăхăтĕнче чылай хуçалăхра транспорчĕ те, халăххи те йĕркеллĕ ĕçлемест. «Маяк» хуçалăха, акă, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчен пулăшман пулсан уйсем акăнмасăрах юлнă пулĕччĕç.
Ăнăçу пуçлăхран нумай килет. Тĕрĕслев итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май район пуçлăхĕ А.Кузьмин шăпах çакна палăртрĕ. Хăшпĕр хуçалăхсенче, япăхрах çĕр çинче те, ĕçлекенсем сахал пулин те пысăк тухăç илме пултараççĕ. Теприсем ĕç вăхăтĕнче «çывăраççĕ», çынсен калчисем шăтса тухсан тин вăранаççĕ.
Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçланăшăн «Победа» хуçалăха пĕрремĕш вырăн пама йышăнчĕç. Иккĕмĕшне - «Янгорчино», «Хорнзор», аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхне* виççĕмĕшне - «Знамя». «Броневик», К.Маркс ячĕллĕ, «Гвардеец», «Искра» хуçалăхсене.
Анатолий Иванович çавăн пекех юлса пыракан хуçалăхсене «шурлăхран» туртса кăларма пулăшнăшăн ятарлă преми пама йышăннине пĕлтерчĕ. 50 пин тенкĕне аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ тивĕçрĕ.
Çав кунах председательсем район администрацийĕн ĕçченĕсемпе Ярмушкари вăтам шкулăн спорт залĕнче волейболла вылярĕç. Районти культура çурчĕн пултаруллă артисчĕсем вĕсене илемлĕ юрăсемпе , ташăсемпе савăнтарчĕç.