Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханулăхпа тимлĕх çинчен манар мар

04 апреля 2007 г.

Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн инструкторĕ И. Максимова пĕлтернĕ тăрăх,  виçĕ уйăхра  пирĕн районта ултă пушар пулнă. «Хĕрлĕ автан» аташнин тĕп сăлтавĕсем : газ хатĕрĕсемпе, электрооборудованипе, шăрпăкпа усă курнă  тата кăмака хутнă чухне тимлĕхпе асăрханулăх çинчен манни. Час-часах кил-çуртра вут-çулăм ача-пăчана пула аташать. Çавăнпа поселокри 27-мĕш пушар чаçĕн коллективĕ шкулта вĕренекенсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма хăнăхтарас тесе тăтăшах мероприятисем йĕркелет. Ку енĕпе пуш уйăхĕн 16- мĕшĕнчен тытăнса 23-мĕшĕччен Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ пухакансем те, вĕрентекенсем те инструктаж илчĕç, пушар сÿнтеркĕçĕпе усă курма хăнăхрĕç.

Шăрпăк ачасене вылямалли тетте мар. Çак ăнлав шкул çулне çитменнисен ăс-тăнĕнче , чунĕнче çирĕплентĕр тесе воспитательсем сахал мар тăрăшаççĕ. Акă иртнĕ эрнере Вăрнарти 5-мĕш «Рябинка» ача-пăча садĕнче «Инкек ан пултăр тесен» темăпа КВН пулчĕ. Çак мероприятие кăçал кунтан вĕренсе тухакансем питĕ лайăх хатĕрленнĕ, ÿкерчĕксем тунă, сăвăсем вĕреннĕ. Вĕсем тĕрлĕ кокурссенче тупăшса çивĕч ăслă, анлă тавракурăмлă пулнине кăтартрĕç. Шăпăрлансем, сăмахран,  авалхи  çынсем ăвăпа тата вут чулпе усă курса кăвайт мĕнле чĕртнине пĕлеççĕ.

Икĕ командăри ачасем  КВНри кăткăс ĕçсене те тĕрĕс пурнăçлама пултарчĕç. Ахăртнех, вĕсене вăйă-конкурса Н.Капраловăпа И.Антонова воспитательсем тĕплĕн хатĕрленĕ.

Юлашкинчен 27-мĕш пушар чаçĕн инструкторĕ И.Максимова пушарнăйсем вут-çулăм тухсан ăна мĕнле сÿнтернине кăтартрĕ, тата  1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи  Хуракасси ялĕнчи шкулта пулнă хăрушă инкек пирки каласа пачĕ.

 Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма вĕрентес тĕлĕшпе 3-мĕш «Ромашка» ача-пăча садĕнче те мероприяти ирттернĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика