04 апреля 2007 г.
Çак хисеплĕ ята Вăрнар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Яковлевич Львов поселок аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата халăхпа ĕçлесе хисеп çĕнсе илнĕшĕн тивĕçнĕ. Чăн та, çăмăл мар лава туртнă тапхăрта (8 çул ытла), тăван Вăрнарăмăр калама çук илемленчĕ, аталану çулĕ çине çирĕппĕн тăчĕ. Поселок тирпей-илем, хăтлăх кĕртес енĕпе Раççей шайĕ таран палăрнинче те унăн тÿпи курăмлă.
- Сумлă ята илнипе пĕрлех В.Львовăн ятне поселокăн Хисеп кĕнекине кĕртеççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"