Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул хыпарĕсем

04 апреля 2007 г.

Хăвăртрах! Çÿллĕрех! Вăйлăрах!

 

Çак лозунгпа Калининăри вăтам шкулта çÿллĕшне сикессипе шкул первенстви иртрĕ. 2007 çулхи чемпионсем çаксем пулса тăчĕç. 11-мĕш «б» класри Илья Захаров, 9-мĕш «а» класри Юрий Антонов. Вĕсем 155 сантиметра ним мар çĕнме пултарчĕç. Пĕтĕмпе вара ăмăртăва 50 ытла ача хутшăнчĕ.

 

Пирĕн вĕренекенсем – чи маттуррисем

 

Хыççăнах шкулта Вырăс чĕлхин çулталăкне халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ пулчĕ. 1-8-мĕш классенчи 35 вĕренекен А.Пушкинăн, А.Дементьевăн, К.Симоновăн, хальхи вăхăтри вырăс тата чăваш поэчĕсен сăввисене интонаципе вуларĕç. Сăнарсене пысăк ăсталăхпа калăпларĕç вĕсем. Наталья Леонтьева (8 «а»), Анна Ананьева (7 «а»), Виктория Кудрявцева (6 «а»), Анастасия Алексеева (6 «а») чи маттуррисем пулчĕç. Çавăн пекех пурне те 8-мĕш «а» класри Екатерина Кошкинан хăй çырнă «Хирлепка» сăвви килĕшрĕ.

Пирĕн шкулта вĕренекенсем мартăн 28-мĕшĕнче сăвă вулакансен районти конкурсĕнче те палăрчĕç. Н.Леонтьева Сергей Есенинăн «Гой ты, Русь...» сăввине çĕкленÿллĕн, чуна тыткăнламалла вуласа çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. А.Алексеева иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

 

Пушă вăхăта – усăпа

Каникул вăхăчĕ пулин те шкул пушă лармарĕ. Ачасем кружоксене, спорт секцийĕсене çÿрерĕç, районта пулакан конкурссене хутшăнма хатĕрленчĕç. Умра – ача-пăча пултарулăх фестивалĕ, унта шкулти вокалпа инструмент ушкăнĕ хутшăнĕ.

5-мĕш класра вĕренекенсем класс руководителĕпе Т.Ф.Васильевапа пĕрле Шупашкарта экскурсире пулчĕç. 6-мĕшпе 7-мĕшсем районти историпе краеведени музейне «Индин илемлĕ куçĕсем» куравне çитсе курчĕç.

 9-мĕш тата 11-мĕш классемшĕн те пушă вăхăт пулмарĕ, вĕсем экзаменсене хатĕрленчĕç, вăл е ку предмета тĕплĕнрех «шĕкĕлчерĕç».

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика