Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ чиркÿ алăкĕсем хăçан уçăлĕç

04 апреля 2007 г.

Мăнкун умĕнхи юлашки вырсарникун - Турра ĕненекенсем ăна Кăчкă праçникĕ теççĕ - Вăрнар чиркĕвне халăх лăк тулли пухăннă. Поселокра, çавăн пекех çывăхри ялсенче пурăнакансем пысăк уява çĕршерĕн килнĕ. Анчах кĕлĕ çуртне пурте шăнăçаймарĕç, вуншар-вуншар çыннăн ирĕкре, сивĕ çил çинче, тăма лекрĕ. Шала вырнаçма ĕлкĕрнисенчен хăшпĕрисем, пăчăхса йĕп-йĕпе тара ÿкнĕскерсем, пĕрер сехетрен хирĕнкелесе уçă сывлăша тухма тытăнчĕç.

- Чĕрĕ юласса шанмарăм, кĕлĕ вăхăтĕнчех ÿксе вилетĕп пуль тенĕччĕ,- крыльца умне тĕшĕрĕлчĕ самаях кĕрнеклĕ кинемей, хаш та хаш сывланă май.

Хыççăнах тепри хирĕнет: «Турă пулăр, тархасшăн, ирĕке лекме пулăшăр...» Çветить тума илсе килнĕ кăчкă турачĕсене, упраса хăварас тесе, кăкăр çумне типтерлĕн пăчăртанă хăй.

Ирĕкре самаях пухăннисем хушшинче тем калакан та пур.

- Хальхи пачăшкăна, Александр аттене, Турри пирĕн пата мĕншĕн маларах ярса паман-ши; - тет çулланнă арçын, тĕн йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнаканскер. - Тен, хальччен çĕнĕ чиркÿ алăкĕсем те уçăлнă пулĕччĕç.

- Укçине икĕ чиркÿ хăпартса лартмалăх та пухса патăмăр пуль, анчах ăçта кайса кĕчĕ-ши вăл; - тарăхăвне пытараймасть типшĕм кинемей. - Стройкăна кун сиктермесĕр çÿресе чуна парса ĕçлерĕмĕр. Çук, çĕннине кĕрсе кĕлле хутшăнасси пулмастех пуль манран...

Пурте «сухаллă» стройка еннелле тинкереççĕ. Каламасăрах сисĕнет: çĕнĕ чиркÿри ĕçĕн вĕçĕ-хĕрри те курăнманни кашнин чунне ыраттарать.

Поселокри Пысăк асап тÿснĕ Çĕнтерÿллĕ таса Георгий чиркĕвĕн никĕсне вунă çул каялла ярса хăварнăччĕ, ăна çак ĕмĕр пуçламăшне хута яма палăртнăччĕ. Шел, ĕç ниепле те малалла каймасть. Таса çурта туса хута ярас ĕçе темĕн юриех чăрмантарса, ура хурса пырать тейĕн. Пачăшкăсем те тăтăш улшăнса тăчĕç. Çĕнĕ чиркÿ валли пухнă укçа пирки те халăхра темĕн тĕрлĕ сас-хура явăнчĕ. Кирек епле пулсан та ырă мар шутласа çылăха кĕрер мар. Иртнине манар та, ыранхи çинчен ĕмĕтленер. Ĕмĕтĕмĕр вара çутă - епле пулсан та чиркĕве хăвăртрах çĕклесе хута ярасчĕ!

Вун икĕ пинлĕ Вăрнарăмра чиркÿ сывлăш пекех кирлĕ. Хăй вăхăтĕнче «кулаксенчен» туртса илнĕ çуртсенчен пухса тунă кĕлĕ çурчĕ Турра ĕненекенсене пурне те шăнăçтараймасть. Тата вăл самаях çĕрĕшнĕ. Кĕлĕ ирттерме питĕ кансĕр – тăвăр çуртра сывлăш çитмест.

Революциччен, сăмахран, Раççейре чиркÿсене, тĕпрен илсен, пуянсен укçи-тенкипе çĕкленĕ. Халăхран пухнă укçапа темиçе вунă çул хушшинче те туса лартаймăн. Шел, Вăрнар тăрăхĕнчи темиçешер миллион «çавăрттаракансене» шанма çук. Вĕсем, пĕлнĕ тăрăх, чиркÿ валли, укçа йăпăр-япăр кăларса тыттармаççĕ.

Эппин, чиркÿ хăпартма укçа ăçтан тупмалла; Тен, район тата республика бюджетĕнчен мĕн чухлĕ те пулин уйăрма май килĕ. Хăватлă предприятисен пулăшăвĕ те тем пекехчĕ (вĕсем вăй çитнĕ таран унччен те хăйсен тÿпине хывнă-ха).

Чиркÿ пурне те кирлĕ. Вăхăт çитсен, Турра ĕненменни те таса çурт еннелле утатех. Апла пулсан, районта пурăнакан кашни çыннăн сăваплă ĕçе хутшăнасчĕ – чиркÿ валли укçа хывасчĕ: тен, пĕрисем çĕр тенкĕ парĕç, теприсем пинне те хĕрхенмĕç.

Чиркÿ тăвас ĕçе çапла тăсса янăшăн ытла та намăс-çке пире...

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика