Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу ачасен пурнăçне савăнăç кÿтĕр

04 апреля 2007 г.

Февраль-март уйăхĕсенче республикăра иртнĕ «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕ ачасене пулăшма кăçал рекордла сумма пуçтарнă – пĕтĕмпе тăватă миллион тенкĕ ытларах. Хастарлăх кăтартакансем йышĕнче - ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем, политиксемпе бизнесменсем. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци членĕ Павел Семенов акă 22 пин тенкĕ хывнă. Пухăннă укçана вара Чăваш енри мĕнпур района – пулăшу кĕтекен ачасем валли – уйăрса параççĕ.

Асăннă марафон пирĕн районта та активлă иртрĕ. Уйрăмах предприяти-организаци ертÿçисем ырă пуçарулăх кăтартрĕç. Ыркăмăллăх енчĕкне пуринчен нумай укçа хываканĕсем вара – вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем. Пулăшу тупри 50 пин тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех медицина ĕçченĕсем социаллă хÿтлĕхе тивĕçлĕ ачасене пулăшма 15 пин тенкĕ, «Вурнарская» МСО, «Строитель» тулли мар яваплă общество тата йывăç комбиначĕ 10-шар пин тенкĕ куçарса панă. Вăрнарти 26-мĕш аптека тата «Еврострой» общество больница фондне 4800 тата 10 пин тенкĕ хывнă.

Район администрацийĕнче тимлекенсем те акцирен пăрăнман – счет çине 20 пин тенкĕ куçарса панă.

Чылай ертÿçĕ уйрăм шкулсемпе ача сачĕсене пулăшма пулни те – сăваплă ĕç. Хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Свешников «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» районти уйрăмĕпе пĕрле поселокри шкулсене тата ача сачĕсене, Шĕнер Ишекри вăтам шкула укçан пулăшнă, Хапăсри шкула компьютер комплекчĕ парнеленĕ.

К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн пулăшăвĕ те сумлă: Туçи Мăратри вăтам шкула – 13 пин тенкĕ, Çавалкасри ача садне – виçĕ пин тенкĕ. «Снежана» тулли мар яваплă общество Шĕнер Ишекри шкула укçан, Пăртасри вăтам шкула спортинвентарьпе пулăшнă. «Колос» агрофирма ертÿçи Сергей Кошкин Вăрман Кипекри вăтам шкула 10 мăшăр спорт костюмĕсем парнеленĕ.

Аш-какай комбиначĕ те – ыркăмăллăх акцийĕсен яланхи пуçаруçи. Ку хутĕнче вăл районти шкулсене 15 пин тенкĕ куçарса панă. «Шанс» ертÿçин Валерий Михайловăн тÿпи те пĕчĕк мар – вĕрентÿ учрежденийĕсене вăл укçан çеç мар, строительство материалĕсемпе те пулăшнă – пĕтĕмпе 13 пин тенкĕлĕх.

Çавăн пекех Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул тата «Ромашка» ача сачĕ В.Архиповран, Хирпуçĕнчи шкул ял поселенийĕнчен, «Мила» тата «Виктория» тулли мар яваплă обществосенчен, «Солнышко» ача сачĕ вăрман пунктĕнчен, Калининăри тата Хăмăшри шкулсем вырăнти ял поселенийĕнчен, Уравăшри шкул М.Тарасов фермертан тата ашшĕ-амăшĕн комитетĕнчен пулăшу илнĕ. «Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă обществи марафонăн республикăри счечĕ çине 5 пин тенкĕ куçарнă.

Куратпăр ĕнтĕ, тĕнчере уçă чунлă, ырă кăмăллă, çын - ку хутĕнче ачасен - хуйхине ăнланма пĕлекен çынсем пĕтмен-ха. Предприятисемпе организацисен, тĕрлĕ учреждени ертÿçисен пуçарулăхĕ пурне те сăваплă ĕçе хутшăнма чĕнет.

Пухăннă укçа вара социаллă ăнăçсăр çемьесенче, ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă, тăлăх, инвалид, чирлĕ ачасене пулăшнă çĕре кайĕ. «Ачасем – пурнăç чечекĕсем» тетпĕр пулсан вĕсен кашни кунĕ телейпе, савăнăçпа çеç асра юлтăр, çĕр çинчи кашни ача юнашар пурăнакансен ăшшине, ырăлăхне туйтăр!

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика