Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăр пулма йывăр мар

21 марта 2007 г.

Районти культура çуртĕнче çак ятпа иртнĕ музыка конкурсĕ Ача çулталăкне халалланă мероприятисен планне малалла тăсрĕ. Талантлă ачасене тупса палăртас тата çамрăк юрăçсемпе коллективсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕскер вара, çамрăксемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ.

Сцена çине тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрпе каччă тухрĕ. Чи кĕçĕнни - çиччĕре, чи асли – вунулттăра. Кашнин юрри-ташши хăйнеевĕрлĕхпе тыткăнлать. Пĕрисем халăх кĕвиçвипе хусканăвĕсене илемлĕн калăплаççĕ, теприсем вĕсенех хальхи самана еккипе çĕнетнĕ: шăпчăксем пек шăрантараçĕ, çăмăллăн вĕлт те вĕлт çаврăнаççĕ. Виççĕмĕшсене рок, джаз килĕшет.

Пирĕн ăрупа паянхи ăру хушши пысăках мар, анчах иккĕшĕн – икĕ «пурнăç». Эпир юрăсене купăс çеммипе янратнă, халĕ вара чылай концертра ун сасси илтĕнме пăрахрĕ. Мĕнех тăвăн – музыка тĕнчи кунсерен çĕнелсе пырать. Караоке, акă, сцена çине талпăнакансен ĕмĕтне çывăхлатрĕ – сасă кăна пултăр. Çамрăк артистсем ку енĕпе чылай мала кайнипе çирĕплетрĕç - паллă юрăçсен хайлавĕсене куракан патне япăх мар çитерчĕç.

Пуçлакан артистăн, паллах, кăлтăксем сахал мар. Çивĕч те сăнавлă жюри – Вăрнар хула поселенийĕн специалисчĕ Светлана Журавлева, районти культура çурчĕн ĕçченĕсем Марина Самарова, Алина Евдокимова тата Галина Виноградова - никама та «ачашлама» шутламарĕ: унсăрăн чи пултаруллине ниепле те палăртаймăн. Анчах та ача-пăча искусство шкулĕн хор тата хореографи уйрăмĕсенче вĕренекенсен юррисене, куçа илĕртекен тумсемлĕ тата хусканăвĕсемлĕ ташшисене çитекенни пулмарĕ. Сăмах май каласан, ку шкулта ăсталăха ÿстерекен ачасем яланах кăтартулăхпа палăрнă. Унчченхи çулсенче, акă, Оля Иванова, Сергей Николаев тата ытти çамрăксем республикăри конкурс-фестивальсенче пултарулăхпа савăнтаратчĕç. Халь вĕренекенсенчен Ксения Сухареванах илер. Сакăр çулта çеç пулин те республика шайĕнче дипломсемпе хисеп хучĕсем çĕнсе илме пултарчĕ вăл...

Конкурсри вун-вун номертен çавăн пекех Настя Антонован ташшипе, Оля Бусурмановапа Екатерина Иванован юррисене те пысăк баллсемпе хакларĕç.

Çăлтăр пулма чăнах та йывăр мар, пултарулăха çеç путармалла мар. Çакнашкал конкурссене хутшăннин вара ырă енсем кăна – вĕсем ачасен хавхаланăвне ÿстереççĕ, чун туртăмне уçса пама пулăшаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика