Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концертпа савăнтарнă

21 марта 2007 г.

Кăçалхи çула Ача çулталăкĕ тесе йышăннăран çеç мар, Шĕнер Ишекри вăтам шкулта мĕнпур мероприятие ачасен канăвне усăллă йĕркелес, тавракурăмне анлăлатас, пултарулăхне аталантарас тĕллевпе ирттересси йăлана кĕнĕ. Ырăлăха, хисепе, çын хуйхине чĕре çывăхне илме вĕрентессине те кунта яланах çÿлте тытаççĕ. Çак тĕллевпех, акă, шкулта вĕренекенсем нумаях пулмасть ыркăмăллăх концерчĕ хатĕрленĕ – 6-мĕш класра вĕренекенсем, класс руководителĕ Юлия Ивановна Воинова тата музыка ертÿçи Александр Николаевич Кузьмин ертсе пынипе, хăйсен юрри-ташшипе Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче пурăнакансене савăнтарнă. Çамрăк артистсене - Л.Макарована, Т.Васильева, С.Романована, М.Воинована, С.Капитонована, Н.Трофимована, К.Иванована тата ыттисене те – чирлисем хăйсен пурнăçне савăнăç хĕлхемĕ кĕртнĕшĕн тав тунă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика