Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле юрă-ташăпа ăсатнă

23 марта 2007 г.

Пуш уйăхĕ - хĕлпе çуркунне, сивĕпе ăшă кĕрешĕвĕн вăхăчĕ. Хĕлле, акă, çаплах хуçаланасшăн-ха, каялла пĕр утăм та тăвасшăн мар. Çуркунне те парăнмасть, вăйлăраххăн та çирĕпреххĕн малалла талпăнать. Йывăç-курăк та ыйхăран вăраннă пекех, çынсем те сивĕ хĕлпе сывпуллашма васкаççĕ, ăшă та хĕвеллĕ кунсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Поселокра та, ялсенче те хĕлпе сыв пуллашса чаплă уявсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та пуш уйăхĕнче районта тĕрлĕ çĕрте Çăварние тата хĕле ăсатассине халалланă праçниксем умлăн-хыçлăн кĕрлерĕç. Хĕрарăмсен кунĕнче – Мартăн 8-мĕшĕнче – Ершепуç ялĕнче те сивĕ кунсене ăсатса яма халăх йышлă пухăннă. Тавралли ялсенче - Кÿстÿмĕрте, Оттикăвăра, Хура Çырмара, Кушлавăшра – пурăнакансем те кÿршĕсемпе савăнма кăмăл тунă, хăшĕ-пĕрисем маттур лашасене кÿлсе тухса капăр çунасемпе килсе çитнĕ.

Уява Ершепуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Е.Музяков уçнă, пурне те саламланă май юрлама-ташлама, чун каниччен хавасланма сĕннĕ. Праçнике Кÿстÿмĕрти клуб директорĕ Н.Захарова пултаруллă ертсе пынă.

Çак кун пухăннисен никамăн та тунсăхлама вăхăт пулман: сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, теприсем илемлĕ юрăсем итлесе, вăйă-шÿт курса савăннă, виççĕмĕшсем çуллă икерчĕпе вĕри чей ĕçнĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ ăмăрту, паллах,- чи хитре çунана палăртасси. Ку тупăшура С.Никитин çĕнтернĕ. Катаччи чупнă чух такмаксене чи хитре çаптараканни те вăлах пулнă. Çунашкасем çинче пĕр-пĕрне ярăнтарса чупса тата юрласа К.Семеновапа Н.Филиппова, С.Фуражкинпа А.Измаков мала тухнă. Вĕрен туртса Ершепуç ялĕн пĕрлештернĕ командине никам та çĕнтереймен. Мини-футболла выляса оттиккăвăсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Гиря йăтакансен йышĕнче А.Семенов хăй чи вăйлăраххине тата маттуртараххине çирĕплетнĕ.

Уявра шкул ачисем те активлă хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ сăнарсене выляса халăха вăйă-шÿтсем кăтартса савăнтарнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика