04 июня 2003 г.
Çу уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче Вăрнар тăрăхĕнче çамрăк экологсемпе краеведсен тата туристсен республикăри V комплекслă слечĕ иртрĕ. Çак мероприятие йĕркелес тĕлĕшпе ЧР Вĕрентÿ министерстви тата ачасемпе çамрăксен туризм, экологи, краеведени «Эткер» республикăри центрĕ нумай тăрăшнă, слета ăнăçлă ирттерме укçа-тенкĕ шеллемен. Яш-кĕрĕме тăван тавралăха тĕпчеме, ăна упрама вĕрентни, сывлăха çирĕплетесси çине тимлĕх уйăрни чăннипех аван. Çакă çамрăксене малашлăха çул уçса парать, кăмăл-сипет енчен пуянлатать, аталанма пулăшать. Ахăртнех, слета хутшăннисенчен нумайăшĕ пурнăçра хăйне кăмăла каякан профессие тĕрĕс суйласа илĕ: тен, вĕсем экологсем, краеведсем, туризм сферинче ĕçлекенсем пулса тăрĕç.
Республикăри слета вунă районтан 22 команда хутшăнчĕ. Хăнасем Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Çĕрпÿрен, Етĕрнерен, Муркашран, Улатăртан, Патăръелĕнчен, Комсомольски салинчен, Канаш районĕнчен килсе çитнĕ. Хамăр район чысне виçĕ команда хÿтĕлерĕ. Вăрнарти ачасен пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсем, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем краеведсемпе туристсен командисен йышĕнче пулчĕç. Экологсен командине Çарăклăри шкул ачисене пĕрлештерчĕ.
Пĕрремĕш кунне кăнтăрлаччен слета çитнисем лагерь йĕркелерĕç: палаткăсем лартрĕç, конкурссене хутшăнма кирлĕ инвентаре, приборсене хатĕрлерĕç, кăнтăрлахи апат пĕçерме çакса ячĕç. Çавăн чухне çутçанталăка упрамаллине асрах тытрĕç, йĕркене пăхăнса кăвайт чĕртрĕç, çÿп-çап пăрахма ятарлă канав чаврĕç тата ытти те.
Кăнтăрла иртсен командăсем спорт ориентированийĕ енĕпе иртнĕ ăмăртăва хутшăнчĕç. Унта ачасем компассемпе усă курса тĕрĕслев пункчĕсем шыраса тупрĕç, дистанцие палăртнă вăхăтра чупса тухма тăрăшрĕç. Кунта вăрнарсем маттуртарах пулни тÿрех курăнчĕ. Уйрăммăн ăмăртса туристсенчен Андрей Львов, краеведсенчен Саша Яковлев, экологсенчен Сергей Спиридонов малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Командăсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене шута илсен пирĕн ентешсем-экологсем пĕрремĕш вырăнта пулни савăнтарчĕ. Çавăн пекех çав кун теори турĕ те иртрĕ, слета хутшăннисем ыйтусем çине хуравларĕç.
Тепĕр кунне слета официаллă майпа уçрĕç. Ачасене район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн специалисчĕ Е.Карпова, экологи пайĕн заведующийĕ А.Вазанова, «Эткер» центрăн представителĕсем саламларĕç. Ăмăртусенче мала тухма ăнăçу, вăй-хăват сунчĕç. Хыççăнах тĕрлĕ конкурссем пуçланчĕç. Командăсем туристсен тĕрĕслевлĕ маршручĕпе çул тытрĕç. Кунта вĕсен 6-8 километрлă дистанцие чупса тухма çеç мар, виçев приборĕсемпе ĕçлеме, чăрмавсем урлă каçма, аманнă çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама, теори ыйтăвĕсем çине хуравлама, палăртнă контроль пунктне тĕрĕс шыраса тупма, карттăпа ĕçлеме пĕлнине кăтартма тиврĕ. Экологсем трассăна чупса тухнипе пĕрлех палаткăсем вырнаçтарассипе, çыхăсем тума пĕлнине кăтартрĕç, тăпра пахалăхне палăртрĕç тата ытти те. Çарăклăри экологсен команди ку ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Краеведсем те çак маршрутпах чупрĕç. Вĕсем ку тупăшура слета хутшăннă ултă командăран чи маттуррисем пулчĕç.
Каçхине краеведсемпе капитансен конкурсĕ пуçланчĕ. Кунта курмалли, тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Командăсенчен кашниннех наци апачĕ пĕçермелле, йăла-йĕркепе паллаштармалла пулнă. Вăрнарсем жюри умне хак пама шăрттан кăларса лартнă. Ĕлĕк-авалтан чăвашсем ăна хатĕрленĕ, ку чи сума сăвакан наци апачĕ. Судьясем çак конкурсра вăрнарсене лайăх хак пачĕç. Çавăн пекех ачасем хăйсен командисемпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ вăйă-конкурссем ирттерчĕç.
Виççĕмĕш кунхине тепĕр тĕрлĕ ăмăртусем пулчĕç. Ачасем туризм техникине пĕлнине кăтартрĕç, экологи тата краеведени объекчĕсене тĕпчерĕç. Туристсен ăмăртăвĕсем уйрăмах интереслĕ иртрĕç. Командăсен тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухма тиврĕ. Акă, çырма çийĕн карнă канат тăрăх çакланса пĕр енчен тепĕр енне каçмалла, çавăн пекех йывăç çинчен страхлакан троспа усă курса анмалла пулчĕ, çырма урлă хунă пĕрене тăрăх каçассине те çăмăлах пурнăçларĕç ачасем. Сакăр чăрмава вĕсем хăвăртах çĕнтерчĕç. Жюри командăна кĕрекен кашни ачан вăхăтне шута илчĕ. Уйрăммăн ăмăртса Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Андрей Львов виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Андрей - класра чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри. Вăл туризмпа тахçанах кăсăкланать, ачасен пултарулăх çуртĕнче йĕркеленĕ туризм кружокне çÿрет. Обществăлла ĕçе туса пынăшăн тата лайăх вĕреннĕшĕн вăл Н.Федоров президентăн ятлă стипендине илме тивĕç пулнă. Спортра та вăл маттур.
Краеведсем çав кун ир-ирех Кульцава тухса кайрĕç. Унта вĕсем СССР халăх артисчĕн, пирĕн ентешĕн Максим Дормидонтович Михайловăн çурт-усадьбинче пулнă. Хăйсем мĕн курнине, тĕпчесе пĕлнине вĕсем çырса пынă. Экологсем вара вăрмана çул тытрĕç, чăн-чăн тĕпчев ĕçĕ ирттерчĕç: флора тата фауна пуянлăхне, тăпра тата шыв пахалăхне палăртрĕç. Жюри краеведени тата экологи объекчĕсене тĕплĕн çутатнă ĕçсене суйласа илнĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Кунта вăрнарсем-краеведсем виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Мĕнпур конкурссем вĕçленнĕ хыççăн каçхи ултă сехетре слета пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç. Малтан уйрăм конкурссенче мала тухнисене грамотăсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç, ун хыççăн командăсене. Краеведсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Вăрнарти ачасен пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсем тухрĕç, иккĕмĕш вырăнта -Çĕрпÿри иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, виççĕмĕшсем - Çĕн Шупашкарти «Эткер» клубăн членĕсем. Çамрăк туристсем хушшинче çĕн шупашкарсем малти вырăна тивĕçрĕç, вăрнарсем иккĕмĕш , çĕрпÿсем виççĕмĕш пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене республикăри экологсемпе туристсен «Надежда» лагерьне кайма путевка пачĕç.
Слета ирттерме спонсорсем те нумай пулăшнă. «Шанс» тулли мар яваплă общество (ертÿçи В.Михайлов), «Хорнзор» ЯХПК (Ф.Кузьмин председатель), «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» (Н.Семенов), район администрацийĕн экономика управленийĕн экологи пайĕ (А.Вазанова) укçа-тенкĕ уйăрнă.
Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, слета пĕтĕмпе 22 команда хутшăнчĕ. Слет пынă хушăра хăнасен шухăш-кăмăлĕпе интереслентĕм.
Елена Бардышева, Çĕрпÿри «Пĕчĕк планета» экологипе краеведени центрĕн ертÿçи: «Вăрнарта эпир ачасемпе пĕрремĕш хут. Лагерь вырнаçнă уçланкăра питĕ хитре, тавраллах йывăçсем, çывăхра юханшыв. Атăл леш енче те сирĕн тăрăхри пек хитре те яштака йывăçсем ÿсмеççĕ пулĕ. Слетра пире питĕ килĕшрĕ, ăна çÿллĕ шайра йĕркеленĕ».
Маргарита Борисова, Канаш районĕнчи Ухман шкулĕ, краеведсен ертÿçи: «Слета эпир кăçалхипе шутласан иккĕмĕш хут хутшăнатпăр. Ачасене кунта питĕ килĕшет. Пире слетра пур конкурс та кăмăла кайрĕ, уйрăмах йăла-йĕркене сăнласа парасси. Эпир хамăр тăрăхри туй мешехисене кăтартрăмăр. Çавăн пекех хамăр шкулпа паллаштарас тĕллевпе заочнăй экскурси йĕркелерĕмĕр. Пирĕн ялта пĕлтĕр çеç çĕнĕ шкул уçрĕç. Уява Н.Федоров президент та хутшăнчĕ. Конкурсра эпир çавăн пирки каласа патăмăр,пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр».
Олеся Александрова, Шупашкарти «Кăйкăр» экологипе биологи центрĕн ертÿçи: «Слетра хамăра аван туйрăмăр. Пушă вăхăтра ачасем хĕвел çинче хĕртĕнчĕç, каçхине çеç вăрăм тунасем уйрăлма пĕлмерĕç».
Мĕнех, слет пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ, ачасене Вăрнар тăрăхĕнче килĕшнĕ. Пĕлнĕ тăрăх, шкул лесничествисен республикăри слечĕ те кĕçех Вăрнарта иртмелле.