Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавалкас тăрăхĕнче

04 июня 2003 г.

Пысăк тухăç илес шанăç пур К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн сухалакан çĕр лаптăкĕ 1530 гектар шутланать. Ял ĕçченĕсем çав лаптăкран çулсерен пысăк тупăш илеççĕ. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, типтерлĕ тăваççĕ вĕсем.Акă, кăçал та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 470 гектар çине агротехника вĕрентнĕ пек вăхăтра акса хăварчĕç. Çавна пула калчасем çийĕнчех кар шăтса тухрĕç. Кун пирки хуçалăх ертÿçи Валерий Филиппович Шумилов çапларах евитлерĕ: - Пире ырлăх-пурлăх параканĕ вăл - çĕр. Хăть мĕнле ялхуçалăх культурине те ÿсме чи малтан çĕр апачĕ кирлĕ. Вăл вара органикăллă тата минераллă удобренисенче. Хакла ларать пулин те, минераллă удобренисем хывассине çултан çул лайăхлатса пыратпăр. Кăçал вĕсене 157 тонна туянтăмăр. Пирĕн тĕллев - уй-хирти мĕнпур ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелесе ярасси, пысăк тухăç паракан сортсене акса тăвасси, кивĕ меслетсенчен хăтăлса лайххине, усăллине анлă çул парасси. Ял ĕçченĕсем уй-хиртен кăçал та пысăк тухăç илессине шанма пулать. Уйсенче калчасем парка çитĕнеççĕ. Çакăнта механизаторсен тÿпи уйрăмах пысăк. Çур тыррисем акнă, çĕрулмипе тымар-çимĕç лартнă çĕрте тăрăшса ĕçлекенсене мĕнле-ха ырăпа асăнмасăр хăварăн; Н.Николаев, С.Кириллов, Ю.Филиппов, Э.Абрамов механизаторсем ака-суха ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ. Талăкра - 12,7-шер литр Çавалкассинчи тата Сăкăтри сĕт-çу фермисенчи ĕнесене симĕс курăк çине кăлартнă хыççăн сăвăм кунсерен ÿсме пуçларĕ. Дояркăсем халĕ кашни ĕнерен талăкра 12,7-шер литр сĕт суса илеççĕ. Сĕт сăвассипе С.Прокопьева ертсе пыракан Сăкăтри фермăра ĕçлекенсем мала тухрĕç. Т.Арсентьева, Л.Иванова, Л.Макарова, С.Михайлова дояркăсем кунне 14-шар килограмм сĕт суса илеççĕ. Çавалкассинчи З.Углова ертсе пыракан фермăри дояркăсем те сĕт суса илессине ÿстерсех пыраççĕ. И.Григорьева, В.Назарова, Е.Григорьева, Е.Васильева, В.Кириллова, С.Алексеева, С.Христофорова дояркăсем çуллахи тапхăрти сăвăма палăрмаллах ÿстерчĕç. Иртнĕ тăватă уйăхра 1872 центнер сĕт хатĕрлесе панă. Газ кĕртесси вăйланать Çутçанталăк газĕ Çавалкас ял администрацине кĕрекен виçĕ ялти урамсене шалтан шала, килтен киле çул хывать, «сенкер çулăмпа» усă куракансен йышĕ ÿссех пырать. Çакă уйрăмах Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Чăваш Республикинчи ялсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен» Указ йышăннă хыççăн татах вăйланчĕ. Ял администрацийĕнче пурĕ 383 хуçалăх, халĕ çутçанталăк ырлăхĕпе 146 кил усă курать. Газ кĕртессипе Туçи Мăратра уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Кăçал кунта 3.190 метр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хыврĕç. Ялта 89 хуçалăх, вĕсенчен 87-шне газ пăрăхĕсем вырнаçтарса тухрĕç. Кил ăшши пекех Çавалкассинчи ветерансен çуртĕнче 18 ватă пурăнать. Вĕсене пăхни сăваплă, теççĕ халăхра. Анчах çак ĕçе пурнăçлама пурте чăтăмлăх çитереймеççĕ. Социаллă ĕçчен пулса тимлекен Елена Васильевна Иванова ватлăх çулĕсене çитнĕ çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет, вĕсене хăйĕн чи çывăх тăванĕсем пекех пăхать. Ватăсем хăйсем те юратаççĕ ăна. Вăл вĕсемпе тимлĕ, çепĕç калаçса кăмăлĕсене çемçетет. Пулăшу кирлĕ чухне яланах алă тăсса пама хатĕр. Ватăсене кунне виçĕ хутчен апат çитереççĕ. Вĕсен тути лайăх, меню витаминлă апатсемпе пуян. И.Мокшина, О.Кириллова, Н.Афанасьева, Л.Веняминова поварсем тĕрлĕ йышши апат-çимĕç хатĕрленипе пĕрлех, çăкăр, икерчĕ-кукăль пĕçереççĕ. Ватăсем çуралнă кунĕсене, юбилейĕсене, ытти уявсене пĕрле савăнăçлă паллă тăвасси кунта йăлана кĕнĕ. Пушă вăхăта усăллă, лайăх ирттереççĕ вĕсем. Кунти лару-тăру кил ăшши пекех. Пĕрисем тĕрĕ тĕрлеççĕ, теприсем çăм арлаççĕ, виççĕмĕшĕсем ветерансен çуртĕнчи çĕр участокĕнче пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, чăх-чĕп пăхаççĕ. Ветерансен çуртĕнчи чи лайăх социаллă работниксенчен тепри вăл - Владимир Иванов. Кунсерен мĕнле кăна ĕçе кÿлĕнмест пулĕ вăл: пĕр-пĕр юсав ĕçĕ тумалла-и, электроэнерги приборĕсене улăштармалла-и е çăмăл автомашинăпа çула тухмалла - унсăр ватăсем - алсăр-урасăр пекех. Юлашкинчен çакна пĕтĕмлетсе калас килет: ырă кăмăллă, тараватлă, сăпайлă çынсем ĕçлеççĕ Çавалкассинчи ватăсен çуртĕнче. Ан тив, вĕсен тăрăшулăхĕ ватăсене нумай çул пурăнма вăй-хал парса тăтăр. Кашни киле хаçат-журнал 2003 çулăн иккĕмĕш çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнтарассине Çавалкассинчи çыхăну уйрăмĕнчи почтальонсем чунтан туса пыраççĕ. Пичет изданийĕсене сарас ĕçе Р.Филиппова, З.Углова почтальонсем куллен кÿлĕнеççĕ. Халĕ ку тăрăхра пурăнакансем 494 экземпляр тĕрлĕ йышши хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Хăшпĕр кил хуçисем 5 е 6 тĕрлĕ издани илсе тăрать. Сăмахран, Л.Миронова иккĕмĕш çур çулшăн 9 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнчĕ, В.Николаев - 5, Ю.Кустин -6, Ю.Трофимов 6 тĕрлĕ издани илсе тăма пуçлĕç. Çырăнакансем хушшинче район хаçатне кăмăллакансем те сахал мар. Ăна ял ĕçченĕсем 50 экземпляр çырăнчĕç те ĕнтĕ. Туллин тивĕçтереççĕ Апат-çимĕç тата промышленность таварĕсене сутакан магазинсем Çавалкассинче виççĕ. Иккĕшĕ, пĕр çуртра вырнаçнăскерсем, Вăрнар тата Калинино ялповĕсене пăхăнаççĕ, виççĕмĕшĕ, «Елена» ятли, харпăрхăй вăйĕпе уçнăскер, халăхăн нумай енлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерсе тăраççĕ. Вĕсене кĕрсен тÿрех тасалăх, йĕркелĕх тыткăна илет. Таварсене сентресем çине типтерлĕ, курăнмалли вырăна хурса тухнă, хакĕсене çырнă. Япаласене туянма меллĕ пултăр тесе, хăшпĕрисене виçсе пачкăланă. Уйрăмах апат-çимĕç таварĕсен ассортменчĕ пуян. Калинино ялпоне пăхăнакан магазинти А.Николаевăпа А.Максимова, Вăрнар ялпоне кĕрекен суту-илÿ учрежденийĕнчи А.Степановăпа И.Прокопьева сутăçсем халăха кирлĕ тăварсене вăхăтра турттарса тăраççĕ. Вĕсен тепĕр паха енĕ вăл - тавар туянакансемпе сăпайлă, вашаватлă пулни, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни. Ахальтен-и кунти магазинсене кĕрсен, сутăçсем никама та тавар туянтармасăр ăсатса ярасшăн мар, вăл е ку тавара сĕнме пĕлеççĕ. Çавăнпа тавар туянаканăн кăмăлĕ уçăлать, кирлĕ япалана хапăлласах илет. Çакăнта мар-и тавар сутаканпа сутăç хушшинчи туслăх кĕперĕ; «Елена» магазинти Алина Кустина сутăç та ялйышпа тачă çыхăнса ĕçлет. Рынок тапхăрĕнчи кирек-мĕнле ÿсĕм те суту-илÿре ĕçлекенсен çаврăнăçулăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, яваплăхĕнчен нумай килет. Шăпах çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те кунти сутăçсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика