Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Архив ĕçне аталантарассипе

06 марта 2007 г.

 

Çулсерен мартăн 10-мĕшĕнче архив ĕçченĕсем хăйсен профессилле уявне паллă тăваççĕ. Çак кун эпир, Чăваш патшалăх пичет архивĕнче тимлекенсем, республикăн историпе тата культурипе çыхăннă пичет палăкĕсен пуян туприне пухас тата упрас ĕçе пысăк тÿпе хывнă çынсем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Наци библиографине, культурине аталантарассишĕн хыпса çуннă çынсенчен пĕри – М.И.Петрова.

Мария Ивановна 1919 çулта Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уездне кĕрекен Хĕрлĕ ту ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри педтехникумра, унтан Хусанти учительсен институтĕнче географи факультетĕнче вĕреннĕ. 1953 çулта Ленинградри Н.К.Крупская ячĕллĕ библиотека институтне куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă.

1955 çулта Чăваш АССР патшалăхĕн кĕнеке палатине (халĕ ЧР пичет патшалăх архивĕ) ертсе пыма тытăннă. Директор должноçĕнче 23 çул тимленĕ. Вăл – библиографи тата методика ĕçĕсен авторĕ. Çавăн пекех вăл журналистикăра та палăрнă, СССР Журналистсен союзĕн членĕ. Унăн «Ял тата колхоз библиотекисем валли рекомендаци каталогĕ» пĕрремĕш кĕнеки республикăри мĕнпур библиотекарьшăн чи кирлĕ кĕнеке пулса тăнă.

М.И.Петрова ертсе пынипе Чăваш АССР  патшалăх кĕнеке палати тивĕçлипех наукăпа библиографи тата методика ĕçĕн центрĕ ята тивĕçнĕ. Вăл издательство ĕçне, наукăпа тата культурăна аталантарассине пысăк тÿпе хывнă.

М.И.Петрован культура тата общество  пурнăçне аталантарас ĕçри пултарулăхне тивĕçлипе хакланă, «Хастар ĕçшĕн» медальпе, РСФСР Верховнăй Совет тата Чăваш АССР Президиумĕсен Хисеп грамотисемпе, хисеплĕ паллăсемпе наградăланă. Вăл – СССР пичет отличникĕ, Чăваш АССР тата РСФСР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика