24 мая 2003 г.
Вăрçа хутшăннă тата мăшăрĕсене фронтран кĕтсе илеймен поселокри хĕрарăмсем кашни çулах йăлана кĕнĕ май Вăрнарти краеведени музейĕнче тĕл пулаççĕ. Кăçал вĕсем вунтăваттăн пухăнчĕç. Тĕлпулăва район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ, хĕрарăмсен районти канашĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Хĕрарăм- фронтовиксен тата мăшăрĕсене çапăçу хирĕнчен кĕтсе илейменнисен аса илмелли тем чухлех. Ветерансем сĕтел хушшине ларса шăкăл-шăкăл калаçрĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем - Любовь Ивановапа Ирина Смолина, хĕрарăмсен районти канашĕн членĕсем - Раиса Малышевапа Елена Шарипова, çавăн пекех Валерий Шакртов баянист пухăннисене тунсăхлама памарĕç, вĕсем пурте пĕрле вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарчĕç.
Хĕрарăм - фронтовиксем, тылра ырми-канми тăрăшнисем асаилÿсене путрĕç, манăçми вăрçă кунĕсем пирки, тус-тантăшĕсем çинчен, хальхи вăхăтра мĕн ĕçлесе пурăннине каласа кăтартрĕç. Кашнин хăйĕн шăпи. Пухăннисенчен нумайăшĕн мăнукĕсем ÿссе çитĕннĕ, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă.
Вăрнарта пурăнакан Ольга Егоровна Охотина вăрçа 1943 çулта тухса кайнă. Малтан Химки хулинче пĕр уйăх вĕреннĕ хыççăн Ленинграда хÿтĕленĕ чухнехи хаяр çапăçусене хутшăннă. Çĕрлехи каç Ладога кÿлли урлă каçнине Ольга кинеми лайăх астăвать.
- Урари атăсем шывпа тулчĕç. Куç хупма май килмерĕ çавăн чухне. Çамрăк пулнă, çавăнпа йывăрлăхсене чăтăмлă тÿссе ирттернĕ пулĕ, - тет О.Охотина. 1945 çулта вăл тăшмана çĕнтерсе киле таврăннă. Вăрнарти çĕвĕ фабрикинче вăй хунă, каярахпа «Сельхозтехника» предприятинче техслужащинче мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен 30 çул ытла ĕçленĕ. Икĕ ывăл çуратнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Нина Васильевна Белова фронта хăй ирĕкĕпе кайнă, ун чухне вăл 18 çулхи хĕр пулнă. Мĕн хистенĕ-ши çамрăка вăрçă вут-çулăмне кĕме; Унăн çывăх тăванĕсем вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă пулнă. Çапла 1942 çулта тăшмана тавăрас шутпа хĕр çар комиссариатне кайнă, фронта яма ыйтнă. Калинин облаçĕнче çуралса ÿснĕ вырăс хĕрĕ нимĕç эшкерĕсене тĕп тăвас тĕллевпе çапăçăва кĕнĕ. Вăрçăра 75-мĕш артиллери дивизийĕнче санинструктор пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă орденне тивĕçнĕ, иккĕмĕшне мирлĕ пурнăçра илнĕ. Вăрçăра Нина Васильевна хăйĕн юратăвне тупнă, Никифор Иванович Беловпа паллашнă. Пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрнă, Чăваш Енре пурăнма тытăннă. Хамăр районти Авруй ялĕнче кил-çурт çавăрнă, хуçалăхра тăрăшнă. Беловсем пилĕк ача ÿстернĕ, халĕ пурăнакансем иккĕн.
Тĕлпулăва хутшăннă хĕрарăмсенчен чи асли - Пелагея Сергеевна Чекмарева. Вăл 95 çулта. Мăшăрĕ Андрей Никитович 1944 çулта вăрçăра вилнĕ. Пелагея Сергеевна виçĕ ачапа тăлăха юлнă. Вĕсене пурне те ура çине тăратнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Пелагея Сергеевнăн 8 мăнук тата вĕсен ачисем саккăрăн пурăнаççĕ.
95 çулхи кинеми тĕлпулура илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ, çамрăк чухне вăл чиркÿ хорне юрлама çÿренĕ.
Ольга Кирилловна Павлова вара вăрçă вăхăтĕнчи такмаксем каласа пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вăл та вăрçа хутшăннă, Ленинград фрончĕ йышĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Сержант званине илнĕ. Малтан повар пулнă, анчах аманса госпитальте сывалнă хыççăн ăна минера куçарнă, минăсем ăçта выртнине приборсемпе палăртнă, вĕсене çĕр айĕнчен кăларнă. Паттăр салтакăн наградăсем те йышлă - Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе юбилей медалĕсем.