24 мая 2003 г.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн çĕршывра çулсерен 120000 ытла ача ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлать. Пĕчĕкскерсене пĕр шелсĕр больницăсенче, магазинсенче, вокзалсенче «манса» хăвараççĕ, «çухатаççĕ», е тата хăрушăраххи сутса яраççĕ. 20 пин тăлăх турат валли кăна çĕнĕ çемье тупăнать. Нумайăшĕ вара ăçта килнĕ унта, выçăллă-тутăллă пурăнать. Пĕтĕм çут тĕнче çине çилленнĕскерсем, çитĕнсен мĕнле пуласси каламасăрах паллă...
Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Хамăр хушăрах пур вĕсем - уçă чĕреллисем, çемçе кăмăллисем, çын хуйхине ăнланма пĕлекенсем. Акă, Хурăнсур Çармăсри Екатерина Варсонофьевнапа Анатолий Ефремович Кузьминсен çемйинче ултă ача хÿтлĕх, ырлăх тупнă. Çакнашкал пысăк яваплăха ачасене чăннипех юратакан таса чунлă çынсем кăна хăйсем çине илме пултараççĕ.
2000 çулта Анатолий Ефремовичăн йăмăкĕ кĕçĕн ачине çуратсан сарăмсăр вилсе кайнă. Хăр тăлăха тăрса юлнă ултă ачан шăпи Кузьминсене, пĕртен-пĕр тăванĕсене, хытах кулянтарнă. Мĕн тумалла; Ăçта вырнаçтармалла; Усрава парас; Ялта илес текенсем те пулнă, анчах пĕртăвансене мĕнле уйăрăн; Интерната ярас; Ачасене каллех пайласа яраççĕ - аслăраххисене Калининăри шкул-интерната, иккĕшне - Кÿкеçри ача çуртне, кĕçĕннине, уйăхри ачана - пĕчĕк ачасен Улатăрти «Малютка» ача çуртне. Çĕр ыйту. Хуравне тупма йывăр пулнă. Ял çыннисем, вĕрентекенсем, шкул директорĕ ачасене интерната вырнаçтарма сĕннĕ.
- Юрать, виçĕ çул каялла йăнăш туса хумарăмăр, - тет халĕ куççуль витĕр Екатерина Варсонофьевна. - Интернатран тухсан ăçта кайĕччĕç-ши вĕсем; Пирĕнсĕр пуçне тăванĕ-пĕтенĕ те урăх çук. Мĕнле куçпа пăхнă пулăттăмăр-ши вĕсем çине. Амăшĕ вилсен, ачасене пурне те больницăна тĕрĕслеве илсе кайрĕç. Кашни каймассерен, вĕсене курмассерен чун тăвăлса килетчĕ, хĕрхеннипе чĕре ырататчĕ. Пĕчĕк Викăна «атя киле» тесен, ăнланнăн йăл кулатчĕ. Пĕчĕкскерсене ма салатас - хамăр пата илсе килес терĕмĕр. Хамăн аслă хĕр те: «Анне, енчен те çак ачасене интерната яран пулсан, нихăçан та качча каймастăп, вĕсене хам пăхатăп», - терĕ хытарсах. Халĕ, вăн, шăкăлтатса пурăнатпăр.
Ачасене хăй çунатти айне илнĕшĕн пĕрре те кулянмасть кил хуçи хĕрарăмĕ, пушшех хĕпĕртет. Хăй те йышлă çемьере çитĕннĕрен, пĕлет: нумай ача - телей, савăнăç. Халĕ Кузьминсене вунăн атте-анне тесе чĕнеççĕ. Вĕсем пурте пĕр варта ÿснĕ тейĕн - пĕр-пĕрне уйăрмаççĕ, пĕрле ĕçлеççĕ, кулаççĕ-савăнаççĕ. Атте-анне ăшшине, юратăвне туйса ÿснине нимĕн те çитмест çав! Валерий, Василий, Вероника, Виталий кунсерен шкула чупаççĕ. Пĕчĕк Ванюкăн та кĕркунне парта хушшине ларма вăхăт çитет. Халлĕхе вăл кĕçĕн йăмăкĕпе Викăпа килте вылять, вĕсене асламăшĕ пăхать.
Кузьминсен хăйсен ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Валя Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухсан Туçи Çармăсри, Санарпуçĕнчи шкулсенче ĕçлерĕ. Çемьеллĕ, ача амăшĕ пулма хатĕрленет. Юрра-ташша питĕ ăста вăл. Сильвестр та Чăваш патшалăх университетĕнче машиностроительнăй факультетĕнче, Леонид строительство техникумĕнче, Зина вуннăмĕш класра вĕренеççĕ.
Вунă ачана ура çине тăратма çăмăл мар, паллах. Анатолий Ефремовичпа Екатерина Варсонофьевна йывăрлăхсене пăхмасăр ывăл-хĕрĕсен телейлĕ малашлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Акă, Валерий валли ялта çурт туяннă ĕнтĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ пирки каласа пĕтереймĕн. Шел, хура чунлă çынсем Кузьминсене «укçашăн ачасем пăхаççĕ» тесе тикĕтпе варалама тăрăшаççĕ.
Çук, укçа та, чап та илĕртмест вĕсене. «Ачасем кăна сывă, тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр, çĕршыва юрăхлă пулччăр, усал ĕçсем ан туччĕр кăна», - тет ырă чунлă хĕрарăм.