Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье кунĕнче

24 мая 2003 г.

Пĕр-пĕрне ăнланма, юратма, хисеплеме, каçарма пĕлсен çемье тĕреклĕ. Çирĕп, туслă çемьешĕн вара нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар. Шăпах çакна çирĕплетнĕ районти культура çурчĕн сцени çинче Çемье кунне халалласа ирттернĕ «Çемье - хавхалану çăлкуçĕ...» конкурса хутшăннă мăшăрсем - Мăн Явăшра пурăнакан Оксанăпа Анатолий Макаровсем, Çăкаллă Явăшри Галинăпа Виталий Павловсем, Хирпуçĕнчи Ольăпа Виталий Николаевсем, Хăмăшри Галинăпа Виталий Блиновсем тата Вăрнарти Кларăпа Рифкат Киметовсем. «2003 çулхи чи лайăх, телейлĕ çемье» ята илессишĕн вĕсем тĕрлĕ конкурссенче ăмăртнă, спортра, юрă-ташăра ăсталăх кăтартнă. Конкурсантсене культура çуртĕнчи шейпинг кружокне çÿрекенсем (ертÿçи Г.Виноградова) илемлĕ ташăпа, хирпуçĕнчи тата Вăрнарти çамрăк юрăçсем, А.Ивановпа Э.Куданова, юрăпа савăнтарнă, куракансем алă çупса хавхалантарнă. Мăшăрсене тĕрлĕ номинацире хакланă: «Чи кăмăллă çемье - Павловсем, чи туслă çемье - Киметовсем, чи телейлĕ çемье - Николаевсем, чи çепĕç çемье - Макаровсем. «Çемье хавхалану çăлкуçĕ» тĕп номинацире вара Блиновсем çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика