Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хĕрарăмĕсен чăтăмлăхĕ

23 мая 2003 г.

1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсем вăйне, сывлăхне шеллемесĕр, йывăр ĕçе хăйсем çине илнĕ. Мĕнпур ĕç хĕрарăмсемпе ачасем, стариксем çине тиеннĕ. Вĕсем темле пулсан та çĕнтерĕве çывхартас тесе канăçа пĕлмесĕр тăрăшнă. Вăрçă пуçланнă çул Кив Хирпуçĕнчи «Победа» колхозра 204 хуçалăх пулнă. Вĕсенче 762 çын пурăннă. Колхозра 240 лаша, 69 ĕне, акăнакан çĕр лаптăкĕ 917 гектар шутланнă. Тискер вăрçă çулĕсенче ялта пурăнакан ватăсемпе ачасем, хĕрсемпе хĕрарăмсем - никам та ĕçсĕр ларман. Чылай ĕçе алă вĕççĕн е лашасемпе пурнăçлама лекнĕ. Кив Хирпуçĕнчен 190 ытла арçын вăрçа тухса кайнă. 190 вăйпитти хĕрарăмпа 90-а яхăн хĕрсемпе ачасем тĕп ĕç вăйĕ пулса тăнă. Кашни çын пуçне икĕ гектар акăнакан çĕр тивнĕ. Чăтма çук йывăр вăхăтсем çитнĕ пулин те чăваш хĕрарăмĕсем пуçа усман, çĕнтерĕве çывхартас тесе чунтан тăрăшнă. Поэт калашле, ун чухнехи хĕрарăмăн лаша та, вăкăр та, арçын та пулма тивнĕ. Савнă мăшăрне вăрçа ăсатса яракан çамрăк хĕрарăмăн варĕнче, тен, пĕчĕк пепке тĕвĕленсе юлнă. Ăна ăнăçлă çуратса ÿстермелле-çке. Ашшĕсĕр юлнă ачасене тăрантармалла-тумлантармалла, чирлесен сиплемелле, килте-çуртра, выльăх-чĕрлĕх патĕнче тирпейлемелле - сахал-и хĕрарăмăн ĕç. Тырă вырнă чухне пĕчĕк ачасем çĕмел купи хыçĕнче хăйсем тĕллĕнех тапаланса выртнă. Пепки йĕме тытăнсанах амăшĕ ун патне чупнă. Хĕрарăмсем кăнтăрла тырă вырнă, каçсерен авăн çапнă, Вăрнара тырă леçме кайнă. Кану пирки шутлама вăхăт та пулман. Тĕрĕссипе каласан, чăваш хĕрарăмĕсем вăрçă çулĕсенче çулла та, хĕлле те пĕр вĕçĕм ĕçре тĕрмешнĕ. Юр çусан вара вăрман ĕçĕ пуçланнă. Колхоз, патшалăх, кил-хуçалăх валли вăрман касса турттармалла пулнă. Çамрăк хĕрсем ĕçлеме йывăртан, çимелли çитменрен вăйран кайса ларса йĕни, сивĕ çанталăкра шăнса пăсăлни, чире кайни пайтах пулнă. Апла пулин те хĕрсем хĕрарăмсем савăнма та мехел çитернĕ. Пĕрле пухăнса алĕçĕ тунă: чăлха-нуски, алсиш çыхнă, çăм арланă, тĕрĕ тĕрленĕ, юрăсем юрланă, пĕр вăхăтрах хурланнă та, савăннă та. Ÿссе çитнĕ хĕрсем качча кайма ĕмĕтленнĕ, тупра хатĕрленĕ. Вăрçă хирĕсенче тискер тăшманпа çапăçакан савнийĕсенчен çырусем илсен пурте пĕрле вуланă. Çĕнĕ хыпарсене сÿтсе явнă, макăрнă, малалла пурăнма ĕмĕтленнĕ. Хирпуç халăхĕ те çĕнтерĕве çывхартас тесе ыттисемпе танах тăрăшнă. Колхоз пуçтарса илнĕ тĕш-тырăн 40 процентне патшалăха панă, çăмарта, аш, сĕт, çăм чылай ăсатнă. «Победа» колхоз ферминче 40 çул ĕнесем сунă Матрена Матвеева аса илĕвĕнчен: 1941-1945 çулсенче фермăра тăватă доярка 12-шер ĕне сунă. Хăйсемех апатне кÿрсе килнĕ, тислĕкне тасатнă-тăкнă, сĕт леçме те черетпе çÿренĕ. Ун чухне, паллах, ятарлă тумтир пулман. Ураран çăпата хывăнман... Хаяр вăрçăра пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнисене, çĕнтерĕве çывхартас тесе кунне-çĕрне пăхмасăр тылра ĕçленĕ çынсене пирĕн нихăçан та манма юрамасть. Шел пулин те, вĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Паттăрсем ĕмĕр-ĕмĕр асра пулччăр, вĕсем умĕнче пуçа таяр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика