Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекепе ачаран туслаш

27 декабря 2006 г.

Çын вулама пăрахсан, шухăшлама та манать. Француз философĕн Дени Дидрон çак ылтăн сăмахĕсем шкул ачисемпе çамрăксене кĕнекепе туслаштараççĕ çеç мар, республикăра декабрĕн 18-23-мĕшĕсенче иртнĕ «Çĕнĕ çула – Кĕнекепе» акцин тĕллевĕсемпе те çыхăнаççĕ.

Вулав эрнин йĕркипе пыракан мероприятисем пирĕн районта та анлăн иртрĕç. Калининăри вăтам шкул яланхиллех пирвайхисен ретне тăрса вĕренекенсене чăн-чăн вулав уявĕ туса пачĕ. Иртнĕ эрнере кунта ача-пăча драматургĕпе Валентина Воскобойниковапа тĕл пулу йĕркеленĕ. 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем маларах унăн кĕнекисене «шĕкĕлченĕ», авторпа курса калаçма ыйтусем хатĕрленĕ. 8-мĕшĕнче вĕренекен Софья Петрова писателĕн ача-пăча калавĕсене вуланă. Вĕсем калапăшĕпе пĕчĕк пулин те, тарăн шухăшлă. Хайлавсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани илме пулăшаççĕ, тăван тавралăха, чĕрчунсене, çывăх çынсене юратма вĕрентеççĕ.

Женя Венедиктова аслăрах ÿсĕмри ачасем валли çырнă кĕнекесене презентациленĕ.

Асăннă акци йĕркипех кашни класра вуланă кĕнекесем тăрăх «Юлташ патне çырнă çыру» сочиненисен конкурсне ирттернĕ, юмахсем лартассипе тупăшнă.

Çитес вăхăтра Калининăри вăтам шкула тата тепĕр хăна килмелле. Валентина Пугачева çыравçă вĕренекенсене хăйĕн творчествипе пĕрре мар паллаштарнă. Çавăнпа ачасем ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика