Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, спортра та хастар

27 декабря 2006 г.

Упнер ял тăрăхĕн администрацийĕ çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парассипе кăна мар, вĕсен пушă вăхăтне кăсăклă йĕркелес, çавăн пекех çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлет. Акă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ пуçарнипе Çар Мухтавĕн кунне халалласа декабрĕн 24-мĕшĕнче Хапăсри вăтам шкул спортплощадкинче, спортзалĕнче тата кунти культура çурчĕ умĕнче ăмăртусем иртрĕç.

Спорт мероприятийĕсене хутшăнма тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем- шкул ачисем те, çамрăксем те, аслă ăрурисем те -  кăмăл турĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе йĕлтĕрпе чупассипе, футболла тата сĕтел çинчи теннисла выляссипе, кире пуканĕ йăтассипе, канат туртассипе тупăшрĕç. Кашниех мала тухассишĕн, пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарассишĕн мĕнпур вăйран тăрăшрĕ.

Судьясен коллегийĕ - Н.Арбузов (Упнер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ), С.Рыбаков (Хапăсри вăтам шкулта физкультурăна вĕрентекен), М.Павлов (йĕлтĕрçĕсен секцине ертсе пыраканĕ), Н. Есенцев (теннис кружокĕн ертÿçи), Т.Змеева ( Канашри педколледжра физкультура уйрăмĕнче вĕренекен) - пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн  командăсем хушшинче кивьял-хапăссем чи вăйли пулни курăнчĕ. Вĕсем упнерсене, хапăссене футболла та, канат турса та çĕнтерчĕç. Кивьял-хапăссем Упнер ял тăрăхĕн Хисеп грамотине, укçан премие тивĕçрĕç. Çавăн пекех вĕсем така та выляса илчĕç.

   Кире пуканĕ йăтассипе Иван Михайлова тата Павел Александрова çитекеннни пулмарĕ. Маттур каччăсене те Хисеп грамотипе чысларĕç тата пĕрер сысна çури парса хавхалантарчĕç. Ахăртнех, вĕсем 2007 çула пысăк савăнăçпа кĕтсе илĕç.

Çар Мухтавĕн кунне халалланă уявра Хапăсри вăтам шкулта пĕлÿ пухакансем те хастарлăх, пултарулăх кăтартрĕç. Йĕлтĕрпе чи хăвăрт чупакансем çаксем пулчĕç: Алина Григорьева,Роза Шляпкина, Эльвира Петухова, Егор Быков, Петр Петров, Саша Зайцев, Анжела Петрова,Вера Петрова,Григорьев Гена. Теннисла чи ăста вылякансем ята Наташа Васильева, Дима Алексеев, Вася Иванов, Юра Феофанов  тата аслăрах ушкăнри Александр Шатайкинпа Евгения Белкова çĕнсе илчĕç. Пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки  çине тăма тивĕçлисемпе пĕрлех ăмăртусенче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннисем те Упнер ял тăрăхĕн Хисеп грамотине тата укçан премие тивĕçрĕç.     

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика