Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăнтăр Корея журналĕнче пичетленĕ

19 мая 2003 г.

Александр Михайлович Николаев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина институтĕнчен пилĕк çул каялла вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт районти тĕп больницăра чир-чĕре ультрасасăпа палăртас енĕпе тимленĕ. Халĕ вăл – судпа медицина эксперчĕ. Сăмах май калас-тăк, Александр Михайловичăн ашшĕ те - Михаил Александрович Николаев - районти тĕп больницăра вăй хурать, паллă травматолог. Анчахрах çамрăк врач Мускавран бандероль илнĕ. Александр Михайловича Кăнтăр Корейăри «Medison» компанин ультрасонографи ыйтăвĕсемпе тухса тăракан пĕтĕм тĕнчери клиника журналĕн кăçалхи 11-мĕш номерне ярса панă. Компани вырăс чĕлхипе кăларакан çак журналта Раççей Медицина наукисен академийĕн акушерство, гинекологи тата перинатологи наука центрĕн тĕнчипе паллă профессорĕсен ĕçĕсемпе пĕрле Вăрнар врачĕн статйине те пичетленĕ. Мĕнле майпа тивĕç пулнă-ха А.Николаев çакăн пек пысăк хисепе; Тĕрĕслеве хамăр районти пĕр ялта пурăнакан çамрăк хĕрарăма - ача çуратма хатĕрленекенскерне - илсе килнĕ. Вăл пĕрмаях ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнĕ, хăйне йĕркесĕр тытнă. Александр Михайлович ачан сывлăхĕ еплерех пулнине ку чухнехи чаплă аппаратурăпа тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Çамрăк врач малтанах кăтартусене хăй те ĕненесшĕн пулман. Анчах ультрасасă тĕрĕслевĕ хайхи хĕрарăмăн 34-35 эрнери пулас ачин ват хăмпинче чулсем пуррине яр-уççăн çирĕплетнĕ. Медицина практикинче çакăн пек диагноза ку таранччен никам та палăртни тĕл пулман иккен. Шăпах çак сăлтав Кăнтăр Корейăри «Medison» компание интереслентерсе янă. «Ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсен эрех-сăра вуçех ĕçме юраманнине яланах асра тытасчĕ, - тет А.М.Николаев врач. - Тĕнчене килекен пепке сывлăхĕ, унăн пуласлăхĕ пĕтĕмпех хăйсенчен кăна килнине самантлăха та манмалла мар».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика